Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олимпиеца асăнса

Олимпиеца асăнса

Елчĕкри стадион-площадкăра чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне А.В.Игнатьева асăнса çăмăл атлетсен черетлĕ чемпионатне йĕркеленĕ.

Вунă дисциплинăра шкул командисен тупăшăвĕнче икĕ ỹсĕмре Çирĕклĕ Шăхальсем, Аслă Елчĕксем, Елчĕксем тата Курнавăшсем, Елчĕксем, Аслă Елчĕксем мала тухнă. Территори пайĕсенчен Кĕçĕн Таяпасем çĕнтернĕ, Елчĕксемпе Тăрăмсем — призерсем. Уйрăм атлетсенчен пьедестал çине Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Роман Алексеев 5 хутчен, Курнавăшри Ярослав Мартышкин 4 хутчен хăпарнă. Самира Сабитова, Анастасия Тихонова, Иван Ловкин, Татьяна Васильева, Ирина Плотникова кăтартăвĕсем те сумлă.

Эстафетăра (3х3) командăсем финиша çак йĕркепе çитнĕ: Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш, Елчĕк, Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code