Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Олимп призерĕн ячĕпе

Елчĕкре Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Владимир Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çуран утакансен республика ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта кашни çулах республикăн пур кĕтесĕнчи чылай спортсмен хутшăнать. Кăçал та республикăри тăватă районти тата Шупашкарти командăсем пирĕн района килсе çитнĕ.

Спортсменсемпе хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ăшшăн кĕтсе илнĕ май спорт уявĕн кунĕ ячĕпе саламланă, Елчĕк спортсменĕсем Чăваш Енри физкультурăпа спорта аталантарнă çĕрте пысăк тỹпе хывнине палăртнă. Çавăн пекех Елчĕксем çеç мар, пĕтĕм республика Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕпе, Олимп вăййисен бронза призерĕпе Ардалион Игнатьевпа, Олимп вăййисен тепĕр бронза призерĕпе Владимир Андреевпа тата ытти паллă спортсменсемпе мăнаçланнине, çамрăк ăрăвăн спортра камран ырă тĕслĕх илмелли маçтăрсем пурри çинчен каланă.

Ăмăртăва хутшăннисене республикăри Олимп канашĕн президенчĕ Анатолий Николаев, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисене хутшăннă Алина Иванова, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова ăнăçлă старт, çĕнтерỹллĕ финиш суннă.

Пĕтĕм Раççейри утакансен кунĕнче старта тухас умĕн ăмăртăва хутшăнакансем пурте çĕнĕ стадионта спорт çăлтăрĕсемпе утнă.

Канаш, Муркаш, Шупашкар, Елчĕк районĕсенчи, Шупашкар хулинчи спортсменсем тĕрлĕ ушкăнсенче 1, 2 тата 3 çухрăм утса мала тухассишĕн тупăшнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсемпе медальсене, парнесене тивĕçнĕ.

Нормативсене пурнăçлаççĕ

Елчĕк шкулĕнчи 11 «а» класра вĕренекенсем «Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр» тест нормисене пурнăçлас тĕлĕшпе Елчĕкри стадиона пуçтарăннă.

Хĕрсемпе каччăсем 30, 2000 тата 3000 метр дистанцисенче чупнă. Кашни вĕренекен физкультурăпа мĕнле тусли кăтартусенче лайăх палăрнă.

Кубок çĕнсе илнĕ

Канаш хулинчи «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕнче кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Республикинчи Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ.

Унта А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕнчи Олег Федоров тренер-преподаватель ертсе пыракан команда та хутшăннă.

Уйрăм зачетра 68 кг çитичченхи виçере Дмитрий Курчин (Курнавăш), 73 кг çитичченхи виçере Анатолий Узюкин (Таяпа Энтри), 85 кг ытларах виçере Александр Константинов (Тăрăм) мала тухнă. А.Константинов çĕнтернисĕр пуçне спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

София Соловьева (Кавал) 63 кг çитичченхи виçере кĕмĕл, Виктория Мезейкина (Елчĕк) бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Полина Афанасьева (Тăрăм), Наталия Мартынова, Павел Филимонов (Елчĕк), Арина Горшкова, Камилла Скворцова (Патреккел), Илья Кузьмин (Хăвăлçырма), Илья Московский (Акчел) пьедестал çине тăма кăштах кăна очко çитереймен.

Елчĕксем республика Кубокне тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.

Пысăк ỹсĕм

Футбол вăййине юратакансен Шупашкар хулин чемпионачĕ Елчĕк районĕн футболисчĕсен пысăк ỹсĕмĕпе вĕçленнĕ.

«Эльбрус Групп» команда иккĕмĕш лигăри 8х8 форматпа вылянă кăçалхи сезонта çĕнтернĕ. Тип Тимешри Андрей Федоров тапăнса вылякан чемпионатăн чи лайăх бомбардирĕ ята тивĕçнĕ. Вăл 17 гол тапса кĕртнĕ. Команда капитанĕ Александр Лапшин (Элпуç) 4 гол тапса кĕртни те çитĕнỹ кỹнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code