Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм

Ÿсĕм хыççăн ÿсĕм

Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль тата Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин регионти тапхăрĕнче ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунипе палăраççĕ.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 класри Данил Трофимов физкультурăпа çĕнтерÿçĕ, Кирилл Черновпа Иван Карчиков, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 класри Лиана Чернова тата Екатерина Агеева призерсен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех Кирилл Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль/, Александр Филиппов /Елчĕк, 10 кл./, Алесандр Иванов /Елчĕк, 11 кл./ географи предмечĕпе призлă вырăнсем йышăннă. Пысăк тавра курăмлă, çивĕч ăслă вĕренекенсен наставникĕсем – О.Осипов, С.Александров, В.Демьянов, Н.Карчикова, В.Тябукова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code