Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕк телейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Пĕчĕк телейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Çулран шаларах вырнаçнă пысăках мар пÿрте çуллахи кун йывăçсем хушшинчен асăрхама та йывăр. Шăпах çак çуртра паллă академикăн Геннадий Никандрович Волковăн ачалăхĕ иртнĕ те. Пурăннă пулсан юпа уйăхĕн вĕçĕнче 94 çул тултармаллаччĕ вăл. Ентешĕмĕр чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас, чăвашлăха, çынлăха çухатас мар тесе тăрăшнă. Хăй çырнă хайлавсенче атте-аннене хисеплеме, тăван чĕлхене, тăван çĕре юратма, ырă пулма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ. Г.Волков хăй çуралнă çĕршыва ылтăн сăпкапа танлаштарнă. Тĕнчен кирек хăш кĕтесне кайсан та тăван ял, ашшĕ лартнă йăмрасем, ачалăхра çарран чупнă урамсем унпа пĕрле пулнă: чун-чĕринче, кăмăл-туйăмĕнче, ÿт-пĕвĕн кашни хусканăвĕнче.

Пĕр кĕрхи илемлĕ кун ачасемпе пултăмăр ку çуртра. Ăна Карамаликовсен çемйи тирпейлесе пăхса тăрать. Çемье пуçĕ – Валерий Александрович – учительте ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕ – Елена Петровна – шкулти библиотекăра тăрăшнă. Çулсен шучĕ шултраланса пыни сисĕнет пулсан та Карамаликовсем виçĕ ывăл – виçĕ ăсчах çуралса çитĕннĕ çурта тимлесе, тĕсесе тăма хал çитереççĕ.

– Акă, шкул ачисем çурт йĕри-тавра ÿссе кайнă хунавсене касса тирпейлеме пулăшрĕç-ха, – пĕлтерет Лена аппа. – Малашне çак çурт шăпи теплерех пулĕ ĕнтĕ?

Ачасем çурт тĕлне çитнĕ вăхăтра та шаккаса юсанă сасă илтĕнетчĕ. Шăпăрлансене Валерий Александровичпа Елена Петровна хаваспах кĕтсе илчĕç, Волковсен çемйи пирки тулли кăмăлпа каласа пачĕç. Таса та тирпейлĕ пÿртре ачасемшĕн кăсăкли, ку таранччен курманни те пулчĕ. Кунта темле ырăлăх хуçаланать тейĕн, чунра лăпкăлăх, асамлăх вăй илет. Пÿлĕмсенчи кашни япала ăсчах куçĕпе тинкернĕн, ăсчах чĕлхипе пупленĕн туйăнать. Вĕренекенсемшĕн çеç мар, çитĕннисемшĕн те çак çурта кĕрсе курни – телей. Геннадий Волковăн халăха пиллесе çырса хăварнă йĕркесем хушшинче «Пĕчĕк телейĕн пĕлтерĕшĕ пысăк» тенине вулама пулать. Çак йĕркесем пирĕн çинчен каланă пекех туйăнаççĕ. Çапла вара чунри савăнăçпа тата ырă туйăмсемпе килсене салантăмăр.

О.КАЗНАЧЕЕВА,
Аслă Елчĕкри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code