Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăрттаншăн сасăлар

Шăрттаншăн сасăлар

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче предпринимательлĕхе аталанма пулăшас, агропромышленность комплексĕнчи тытăмра пĕчĕк тата вăтам предпринимательĕхе çирĕплетес, ял территорийĕсене аталантарас, регионсенчи халăх хапăллакан наци апат-çимĕçне кăтартас тĕллевпе РФ Ял хуçалăх министерстви «Вкусы России-2021» конкурс йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.

Чăваш Республикинчен конкурса хутшăнма 6 предприяти заявка тăратнă. Çав шутра «Чăвашпотребсозăн «Етĕрне хулинчи аш-какай комбиначĕ» ООО та пур. Малта пыракан потребительсен кооперацийĕ иккĕмĕш çул жюри умне Роспатентра 2019 çулта «Чувашский» ятпа регистрациленĕ чăваш шăрттанне тăратать. Чăваш шăрттанĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ куравсенче, çав шутра «Ылтăн кĕркунне» куравра та, темиçе хутчен те нумай наградăна тивĕçнĕ.

«Вкусы России-2021» конкурсра та «Чувашский» шăрттана ырласа октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен халăх сасăлавне хутшăнма пулни çинчен пĕлтернĕ. Апла пулсан, сасăлава хутшăнар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code