Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бруцеллез чирĕ те хăратать

Бруцеллез чирĕ те хăратать

Куславкка хулине Саратов облаçĕнчен кÿрсе килнĕ сысна ашĕнчен хатĕрленĕ продукцире Африка мурĕн микроорганизмне, Комсомольски районĕнче бруцеллез чирне тупса палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мур вирусĕпе сиенленнĕ объектсене юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа карантина хупасси, унпа кĕрешнĕ тапхăрта территорие тулашран чикĕлесси çинчен хушу кăларнă. Инфекциленнĕ объектсен Куславккари Шоссе урамĕнчи 9-мĕш çуртри шăнтмалли, 8-мĕш тата продукци хатĕрлемелли вырăнсене, 28-мĕш камерăна кĕртнĕ. Вĕсенче вируслă продукци упраннине шута илсе Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службине саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ мероприяти пурнăçласа инфекцие пĕтерме хушнă.

Продукцирен илнĕ генетика материалĕнче мур микроорганизмне малтан Чăваш Республикин Ветеринари лабораторийĕнче, ун хыççăн Владимир хулинчи Чĕр чунсен сывлăхне хÿтĕлекен центрта тупса палăртнă.

Куславккапа Комсомольски районĕсенче чир вучахне шута илнĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительствăн эпизоотие хирĕçле чрезвычайлă комиссийĕн черетсĕр ларăвне ирттернĕ.

Аса илтеретпĕр: бруцеллез выльăха, çынна ерме пултарать. Сипленмесен чир вăраха тăсăлать. Инфекци çын организмне сурăх-качакасенчен, ĕне выльăхран, сыснасенчен, хăш-пĕр чухне кушакран, йытăран, лашаран, çемçе тирлĕ чĕр чунсенчен, аш-какайран, юр-вар урлă куçать. Вĕретмесĕр холодильника лартнă сĕтре вирус 10 талăк, услам çура 4 эрне, хăймара 8-15 кун, аш-какайра 60 талăк таран упранма пултарать.

Выльăха е çынна бруцеллезран сиплеме çăмăл мар.Чылай чухне вăл шала кайса асаплантарать. Чир сыпăсене сиенленĕрен, çынна инвалида кăларма пултарать.

Ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов палăртнă тăрăх, пирĕн республика хальччен бруцеллез енĕпе ăнăçлă регионсен шутĕнче пулнă. Юпа уйăхĕнче плана кĕртнĕ диагностика тĕпчевне ирттерсе ăна Комсомольски районĕнчи Шурут ял тăрăхĕнчи Шурут Нурăс ялĕнчи кил хуçалăхĕнче палăртнă, эпизооти вучахĕ те – унтах. Ветслужба чире малалла сарăлма чарса лартас тĕллевпе яла карантина хупмалли, ял тăрăхне тулашран чикĕленмелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Вырăнти ветеринарсем çак планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ.

Федерацин Ветеринари çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн Африка мурĕн вирусĕпе инфекциленнĕ объектсенчен сысна ашне тата унран хатĕрленĕ продукцие йышăну кăларнă хыççăн 7 талăкран кая юлмасăр тиесе тухса çунтараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code