Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Летчик вĕçеве тухать…

Летчик вĕçеве тухать…

Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Семен Ефимович Печковпа час-часах курнăçатпăр та, пĕринче ятарлă çар операцийĕн темине хускатнă май хăйĕн мăнукĕ пирки пĕлтерчĕ.

Дмитрий Печковпа округ центрĕнче иртнĕ нацисен кросĕнче ăнсăртран паллашрăмăр. Вăл 40 çула çитичченхи атлетсем хушшинче финиша пĕрремĕш çитрĕ. Камуфляж тăхăннăран СВО паттăрĕ тесе шутлани тỹрре тухрĕ. Вăл калаçăва пуçăнма та хирĕç пулмарĕ.

— Дима, вулакана малтанах санăн пурнăç çулĕн пуçламăшĕпе паллаштарар-ха.

— Эпĕ Аслă Елчĕкре Николай Семеновичпа Светлана Юрьевна Печковсен çемйинче çуралнă. Асатте — Семен Ефимович, асанне — Зинаида Алексеевна. Вĕсем пуррипе те телейлĕ эпĕ. Шăллăм, Максим, кадет класĕнче вĕренет.

Атте-анне хулана куçнăран, 5-11-мĕш классенче Шупашкарти 27-мĕш номерлĕ шкулта пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн, 2013-2018 çулсенче, Краснодарти летчиксем хатĕрлекен аслă авиаци училищинче вĕрентĕм, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Офицер тивĕçне аслă летчик, разведка начальникĕ, авиаци звенин командирĕ должноçĕсенче пурнăçланă. 2024-2025 çулсенче — Летчиксем хатĕрлекен центр слушателĕ.

— Сана пỹлсех ыйтам-ха: тỹпене парăнтарасси — чи кăткăс профессисенчен пĕри. Вăл çул патне мĕнле пынă-ха эсĕ?

— Ачалăхра тĕрлĕ ĕмĕт çуралать вĕт, такам та пулас килет. Эпĕ летчиксене ăмсаннă ĕнтĕ. 9-мĕш класра чухне Интернетра авиаци училищисем, вĕсенчи требованисем çинчен вуласа пĕлеттĕм. Юратнă предмет физика пулнă, дзюдо секцине кĕрешме çỹренĕ. Ун чухнех хулари Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуба çырăнтăм. Вăтам шкул пĕтериччен 2,5 километр çỹллĕшĕнчен 40 хутчен парашютпа сикнĕ. Службăра парашютистсене хатĕрлекен инструктор пулса ĕçлеме те тỹр килчĕ.

— Тăтăшах уçлăха çĕкленекенĕн халĕ спортпа çыхăну тытассинче вăрăм тăхтавсем те пулаççĕ пулĕ?

— Летчикăн кирек хăçан та хăйне формăра тытма тăрăшмалла. Пире кашни вĕçев умĕн тĕрĕслеççĕ-çке. Курсант çулĕсенче парашютпа 100 хут ытларах сикнĕ пулсан, пĕтĕмĕшле шут 261-е çитрĕ. Пилотăн çак упражненине çулталăкра икĕ хутчен пурнăçламалла, эпĕ нумайрах та сикетĕп. Чи çỹллĕ «точкăран» — 4 километртан. Çав вăхăтрах палăртнă вырăна анса ларассипе те.

Офицерсен нумай енлĕ кĕрешĕвĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ эпĕ.

— Дмитрий Николаевич, самолетпа хăв тĕллĕн хăçан вĕçме пуçланă?

— Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне, «Л-39» самолетпа. Юлашки çулхине «ЯК-130» йышшине алла илтĕм. Училищĕне пĕтерсен эпĕ Курск хулинчи авиаци чаçне суйласа илтĕм. 2022 çулхи малтанхи кунсенченех ятарлă çар операцине хутшăнатăп. Манăн пĕрремĕш самолет унта «Су-30СМ» пулнăччĕ. Халĕ урăххипе — хам вĕçсе тĕрĕслев витĕр кăларнă «Су-35 С» типлă техникăпа хутшăнатăп.

— Эсĕ аслă испытатель летчик, тата мĕнле «тимĕр кайăксене» тĕрĕсленĕ?

— Ку таранччен — пиллĕк. Уйрăммăн илсен, çаксем: «Су-35 С», «МиГ-29», «МиГ-35», «Су-25», «Ан-26».

— Тĕрĕслев тапхăрĕ пирки тĕплĕнрех пĕлес килет…

— Заводăн конструктор бюровĕ çĕнĕ самолет туса кăларать е унчченхине модернизацилет. Вĕсене вырăнти гражданла авиацин испытатель летчикĕ тĕрĕсленĕ хыççăн Оборона министерствине куçараççĕ. Эппин, эпир малалла тĕпчетпĕр: «тивĕçет» е «тивĕçмест» тесе хак паратпăр. Тỹпере машинăра пулса иртекен кашни уйрăмлăха Вĕçев управленийĕн центрне пĕлтеретпĕр.

— Ятарлă çар операцине хутшăнакан пилотсен ĕçĕ вăрттăнлăхра пулнине пĕлетпĕр, апла пулин те мĕнле информаци пама пултаратăн?

— Тăшман территорине чылай хутчен кĕнĕ эпĕ. Пирваях кирлĕ координатăсем илетĕн те çавăнти объектсене атакăлатăн. Тăшман та тĕлĕрмест — пире хирĕç ракетăсем ярать. Вара тỹпери вĕçен кайăк пек тĕрлĕ маневр тума тăрăшатăн. Пирĕн ĕçре тимлĕх, çаврăнăçулăх питĕ кирлĕ.

Дмитрий Печков капитан 2022 çулта Сири Араб Республикинчи хирĕç тăрăва та хутшăннă. 29 çулхи чăваш ачин паттăрлăхне Нестеров, «Ятарлă çар операцине хутшăнакана», «Сирири операцине хутшăнакана» медальсемпе палăртнă.

Çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ халĕ çĕнĕ вырăнта — вĕсен чаçĕ Астрахань облаçĕнчи Ахтубинскра вырнаçнă. Мăшăрĕ, Анастасия, вăл та Аслă Елчĕкрен, хулари пĕр больницăра кардиолог тухтăрта тăрăшать, кашнинчех çывăх çынни вĕçеврен тĕрĕс-тĕкел таврăнасса кĕтет. Шанчăклă тыл вара вăй-хăват, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм хушать.

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code