Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ачисен шăпи

Вăрçă ачисен шăпи

Вăрçă… Мĕн тери тискеррĕн те хăрушă илтĕнет çак сăмах!

Фашистсем пирĕн аслă Тăван çĕршыв çине ултавлăн,сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла тапăнса кĕни совет çыннисене калама çук тарăхтарса янă.Тăнăç ĕçпе пурăннă халăх тăшман эшкерĕсене хирĕç çĕкленнĕ. Салтак çулĕ çитмен яш-кĕрĕм çар комиссариачĕсене пырса тулнă. Хĕр упраç та фронта талпăннă. Тăванĕсем хаяр çапăçура паттăрла пуçĕсене хуни çинчен пĕлсен ваттисем те чăтса тăрайман, фронта хăйсен ирĕкĕпе туха-туха кайнă.

Вулавăшра ĕçленĕ май çакна каласа хăварас тетĕп. Çав ылханлă вăрçă çулĕсем çĕршыв кун-çулĕнче, унăн литература аталанăвĕнче питĕ паллă пулăм – паттăрлăхпа çĕнтерÿ тапхăрĕ пулса юлнă.

Ытти халăхсемпе пĕрле чăваш халăхĕ те вăрçăра паттăррăн çапăçнă, тылра ырми-канми вăй хунă.

Темшĕн манăн тĕрленчĕке çырнă май, Шăмалак ялĕнче тулли кăмăл-сипетпе пурăнакан Вениамин Павловичпа Евгения Ивановна Егоровсем çинчен сăмах пуçариччен, ылханлă та кашни çын чун-чĕринче суран хăварнă вăрçă çинчен çырса хăварас килчĕ малтанах…

Сăпайлăх ĕлĕкренпех этеме илем кÿрсе тăнă. Çак илем çын сăнĕнче те, чунĕнче те палăрса тăрать. Куллен иртсе çÿретĕп эпĕ Егоровсен умĕпе. «Ырă кун! Мĕнле сывлăхсем; Ялта мĕнле хыпар», – теççĕ çак ватăсем, кăчăк туртса хăйсемпе калаçма чĕннĕ май. Çапла, ватăсемпе калаçмасăр эпир ял пурнăçĕн иртнĕ çулсенчи шăпине те, малашнехи пурнăçа та ăнланаймăпăр. Ватă çын – тăватă çын, тенĕ ĕлĕкрен.

Вениамин Павлович вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл виçĕ çул тултаричченех ашшĕ чирлесе вилнĕ. Пурнăç çăмăл пулман амăшне тăлăххăн çитĕнтерме. Шкул çулне çитсен те темиçе çул çеç вĕренме тÿр килнĕ Веня тетене. Ял ачи ир йывăр ĕçе пикеннĕ, колхозра вăй хунă, вăрçă пуçлансан Канаша лашапа сахал мар тырă турттарнине каласа парать вăл. Каччă тăватă çул çурă салтакра пулнă. 1954 çулта ял хĕрнех – Евгения Ермаковăна качча илнĕ. Женьăн ачалăхĕ те çăмăл пулман. Аслашшĕпе аслашшĕн шăллĕ иккĕшĕ те /Семен Тимофеевичпа Михаил Тимофеевич Ермаковсем/ политика репрессине лекнĕ. Евгения Ивановнан ашшĕ – Иван Семенович 1942 çулта вăрçăра вилнĕ. Унăн мăшăрĕ 32 çулта пилĕк ачапа тăлăх арăмсен шутне кĕрсе юлнă. «Чун-чĕре чăтми йывăр пурнăç пулни куç кĕски çинчи пек, пĕрре те куççульсĕр аса илейместĕп», – тет Евген аппа.

Çак сумлă мăшăр пиллĕк ача пăхса çитĕнтернĕ: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Питĕ кăмăллă çемье. Тулли кăмăл-сипетпе тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă Егоровсем ачисене. Вĕсен 11 мăнук тата 11 кĕçĕн мăнук.

Эпĕ вара çак ватăсем çине пăхса пĕр тĕлĕнетĕп, пĕр мăнаçланатăп. Вĕсем те паттăр салтаксемпе пĕр тан мирлĕ пурнăçшăн тылра аслисемпе пĕр тан, ял-йышпа пĕрле вăй хунă. Тыр пул туса илнĕ, чăлха-алсиш çыхнă, вăрман каснă тата ытти йывăр ĕçе выçăлла-тутăлла, чир-чĕрсене парăнтарса Çĕнтерÿ кунне çывхартнă. Темĕнле йывăр çулсенче пиçĕхсе ÿснĕ пулсан та чун-чĕре ăшпиллĕхне, кăмăл-сипете çухатман.

Евген аппапа Веня тете иккĕшĕ те ĕç ветеранĕ. Çак кунсенче Шăмалак ялĕнчи сумлă мăшăра ытти тыл ĕçченĕсемпе пĕрле савăнăçлă лару-тăрура «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Эпир вара, ял çыннисем, Егоровсене хисеплесе вĕсене канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул, сим пыл пек сиплĕ сывлăх сунатпăр.

В.УСАНОВА.
Шăмалак ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code