Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккун проекчĕ хатĕр

Саккун проекчĕ хатĕр

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе калăпăшне чакарассине хирĕçлекен саккун проектне ырланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Николаев пурăнма кирлĕ виçе халăхăн тĕрлĕ категорине – чи малтан сахал тупăшлă сийсене – тÿлекен пособисен калăпăшне тÿррĕнех витĕм кÿнине палăртса саккун проектне ырланине çирĕплетнĕ. Апла пулсан, ăна Патшалăх Канашĕнче тишкересси çеç юлать.

Васкавлăн хатĕрлесе çитернĕ тивĕçлĕ саккун проекчĕпе ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, çак саккун пурăнма кирлĕ виçе статистика кăтартăвĕсене кура пĕчĕкленмелле пулсан ăна малтанхи кварталти шайрах чакармасăр хăварасси çирĕпленет. Ку çĕнĕлĕх мар, чылай регионта çак йĕркепе усă кураççĕ.

Альбина Егорова спикер нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлакан парламентăн сессийĕнче проекта пăхса тухасси çинчен пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code