Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ

Елчĕк çĕрĕ сахал мар патриота çитĕнтернĕ, çитĕнтерет. Тăван çĕршывăн хÿтлĕхĕшĕн, ирĕклĕхшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн кар тăракансем мухтава тивĕçлĕ.

Федор Васильев полици полковникĕ Таяпа Энтри ялĕнчи Василийпе Елена Васильевсен çемйинче 1959 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул хыççăн вăл Челябинск хулинчи политехника институтĕнче вĕренсе инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Совет Çарĕн ретне тăнă. Танк дивизийĕн автомобиль батальонĕн вĕренÿ взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ ăна унта. Çартан каччă аслă лейтенант званипе таврăннă. Шупашкарти трактор тăвакан заводра мастерта ĕçлеме пуçланă, каярах аслă мастерта, инженер-технологра тăрăшнă. Пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăка йĕркелÿ ĕçĕнче хастар пулнине кура комсомолăн вырăнти организацийĕн секретарĕ пулма суйланă. Комсомол организацийĕ сĕннипех анлă тавра курăмлă ĕçчене каярах Чăваш Республикин ШĔМĕн ГАИ уйрăмне аслă патшалăх инспекторĕ пулса ĕçлеме янă. Кунта 1987-1991 çулсенче тăрăшнă хыççăн ăна Шупашкар районĕн шалти ĕçсен пайĕн ГАИ начальникĕ пулма çирĕплетнĕ. Каярах 1999 çулччен вăл ЧР ШĔМĕн ГАИ управленийĕн çул-йĕрпе патруль службин уйрăм батальонĕн аслă инспекторĕнче ĕçленĕ. 1999-2002 çулсенче Мускав облаçĕнче — Шалти ĕçсен тĕп управленийĕн Лухвицкий районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче аслă участковăй инспекторта, 2003-2004 çулсенче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх тĕп инспекцийĕн ГАИ управленийĕнче /Мускав облаçĕ/ тăрăшнă. 2000-2001 çулсенче аслă участковăй инспекторта тăрăшнă вăхăтра Мускав облаçĕн пĕрлештернĕ мобильлĕ отрячĕн йышĕпе Грозный хулинче командировкăра пулнă. 2004-2008 çулсенче вара Федор Васильев Чечен Республикинче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх тĕп инспекцийĕн управленийĕнче шырав пайĕн начальникĕнче вăй хума пуçлать. 2012 çулта каялла Мускав облаçне таврăнса 2014 çулччен çул-йĕр патруль службин 2-мĕш полкĕн командирĕн пулăшуçи пулать. 2014 çулта каллех Чечен Республикине каять – ГАИ управленийĕн аслă инспекторĕнче, 2016 çулта Грозный хулин кадрсен управленийĕн начальникĕн çумĕнче ĕçлет. 2018 çулта Мускав облаçне таврăнать – отставкăна тухиччен ГИБДД вĕренÿ центрĕн начальникĕн çумĕнче вăй хурать. Наградăсем сахал мар ентешĕн. Вăл «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» /II степень/, «Чечен Республикин хÿтĕлевçи» тата ытти чылай медаль кавалерĕ.

Васильевсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Асли – Павел – Раççей патшалăх нефть тата газ университетĕнче пĕлÿ илнĕ, халĕ Шупашкарта уйрăм предприятинче тĕп проектировщик пулса тăрăшать. Роман Мускаври Авиаци институчĕн 1-мĕш курс студенчĕ. Галина мăшăрĕ психолог профессине алла илнĕ, хальхи вăхăтра Галицыно хулинче социаллă ĕçчен пулса тăрăшать.

Елена КРЫЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Ф.Васильев велосипедпа çул çÿресе Грозный хулине çитнĕ Никита Тĕнчепе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code