Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Суя укçаран асăрханар

Суя укçаран асăрханар

Суя укçа хатĕрлекенсене тивĕçлĕ айăплав кĕтет. Патшалăх умĕнчи çак йывăр преступлени укçа-тенкĕ тытăмне пырса тивет, çĕршыв экономикине япăх витĕм кÿрет.

Юлашки вăхăтра 1000 анчах мар, 5000 тенкĕлĕх суя укçасем час-часах тĕл пулма пуçларĕç. Ултавçăсем вĕсене тата та пахалăхлă хатĕрлеме вĕренсе пынăран чылай укçана ультрафиолет пайăркисем «курмаççĕ», инфрахĕрлĕ пайăркасем вара тÿрех «асăрхаççĕ». Ултавлă укçа кашнин аллине лекме пултарасса шута илсе граждансене укçа-тенкĕпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтатпăр.

Ултавлă укçана ытларах чухне суту-илÿ точкисенчен банксене илсе килнĕ хыççăн анчах асăрхани паллă. 2017 çулта район территорийĕнче суя укçапа усă курнă 2 факт тупса палăртнă. Кăçал пирĕн район территорийĕнче çакăн евĕр пĕр тĕслĕх те пулман. Çапах та сыхлăха çухатар мар.

Енчен те ăнсăртран енчĕкре суя укçа пуррине асăрхасан чи малтанах вăл ăçтан тупăнни, ăна камран илме пултарни пирки шухăшламалла, преступникăн паллисене асăрхаса юлмалла, полици пайне 2-50-02, 02, 8 /83539/ 5-14-14 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламалла. Эсир алăра суя укçа пулнине пĕлсе тăрсах çакăн çинчен никама каламасăр укçана урăх çынна тыттаратăр пулсан, сирĕн тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 186 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарĕç.

А.БЛИНОВ,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупцие хирĕç кĕрешекен пайăн аслă оперуполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code