Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупци çулне пÿлсе

Коррупци çулне пÿлсе

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕ – коррупцие хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. ЧР Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ коррупцие хирĕç кĕрешесси тата çакăн евĕр преступленисен çулне пÿлесси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртать.

Кăçал право хуралĕн ĕçченĕсем ку енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ. Чăваш Республикинче 2018 çулхи 9 уйăхра коррупци сĕмĕллĕ 177 уголовлă ĕç пуçарнă /иртнĕ çул çак тапхăрта – 92/, çав шутран взятка панипе çыхăннă – 107, служба вырăнĕпе усă курса укçа-тенке хапсăннипе е салатнипе çыхăннă – 25, службăпа çыхăннă ултавпа – 18 ĕç. Судсене пурĕ 65 /31/ уголовлă ĕç ярса панă, асăннă ĕçсемпе коррупци сĕмĕллĕ 163 /60/ преступлени тунине тÿрре кăларнă.

Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене илес пулсан, ку енĕпе кÿнĕ тăкак виçи 39 миллион тенкĕпе /иртнĕ çулхи 9 уйăхра – 17 миллион тенкĕ/ танлашнă. Уголовлă ĕçсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должноçри 14 çын суд тенкелĕ çине ларнă, çав шутран муниципалитет пĕрлешĕвĕсен 5 пуçлăхĕ, вырăнти хăй тытăмлăхăн суйлавлă органĕсен 2 депутачĕ.

Право хурал органĕсенче тăрăшакан сотрудниксем саккуна пăхăнман тĕслĕхсене те тишкернĕ, çавна май йĕркене пăснă 3 ĕçчен суд умне тăнă.

А.ИВАНОВ,
Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи, юстици подполковникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code