Канаш хулинчи халăха социаллă хỹтлĕх кỹрекен комплекслă центр специалисчĕсем инвалидсене техникăпа тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.
Çак ĕç «Инвалидсене, çав шутра республикăри сусăр ачасене комплекслă реабилитацилемелли тата абилитацилемелли тытăм йĕркелесси» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Инвалидсем пурăнмалли вырăнти тĕрлĕ электрооборудование ĕçлеттерме хăнăхаççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса центра 48 заняти ирттернĕ.

