Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

Владимир Галошев Раççей Журналистсен союзĕн, Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ пулни хăех унăн тавракурăм анлăшне çирĕплетет. Киноÿкерÿре те пысăк утăмсем туни вара – пултарулăхăн вĕçĕмсĕрлĕхĕ.

В.Галошев тĕрлĕ жанрлă фильмсем сахал мар йĕркеленĕ-ха. 20 ытла та. Вĕсен шутĕнче пуç пулса тăраканни – «Батальон моей Родины». Пилĕк çул каяллахи документлă фильмра автор тăван ялĕнчи – Кушкăри вăрçă ветеранĕсен кун-çулне çутатнă. Хальхинче унăн тăсăмне, тыл ĕçченĕсене халалланă картинине курса тĕлĕнчĕç Елчĕкри тĕп библотекăна хаклава пухăннисем.

Вăрçă пуçланни, фронта ăсатни, окопсем чавма кайни, тылри ĕç-хĕл, савăнăçпа хуйхă… Хумханмасăр, куççульсĕр фильма пăхма май çук.

Кинори рольсене Кушкă ялĕнче пурăнакансемех вылянă. Владимир Петровича, хăех режиссер, мăшăрĕ Ольга Николаевна, ачисем, Илья Трофимов ĕç ветеранĕ, ял çыннисем нумай пулăшу панă.

Кинокартинăна район пурнăçĕнчи щедеврпа танлаштарма пулать. Унпа кашни шкултах паллашсан аванччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code