«Водоканал» пĕрлĕх ĕçченĕсем Атăла 111824 сазан янă. Вĕсене Саратоври питомникра çитĕнтернĕ.
Сазан пĕвесемпе юхан шывсене сиплекен «санитар» шутланать. Шыври ỹсен-тăрана çисе вăл экотытăма тасатать. Вĕтĕ пулăсене Атăла ярас ĕçе «Росрыболовство» агентствăн Атăл-Кама управленийĕн специалисчĕсем сăнаса тăнă. Вĕсем çавăн пекех сазан сывă пулнине çирĕплетнĕ. Кĕркунне, сăмах май, Атăла пулăпа пуянлатмалли чи ăнăçлă тапхăр шутланать. Çулталăкăн çак вăхăтĕнче шывра кислород нумай, тискер чĕр чунсем вăйсăрланаççĕ, çавна май вĕтĕ пулăсене аталанма ансатрах.
Палăртма кăмăллă, маларах асăннă предприяти экологишĕн яваплăха туйса Атăл пуласлăхĕшĕн нумай çул тăрăшать.

