Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтанхи сасăлав: тавлашуллă кĕрешÿ

Малтанхи сасăлав: тавлашуллă кĕрешÿ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавне Чăваш Енре 220 кандидат хутшăнать

Партин малтанхи сасăлавне хутшăнас текенсенчен документсене йышăнса пĕтернĕ. 220 кандидата регистрациленĕ. Вĕсенчен парти кама суйлава хутшăнма ирĕк парассине Чăваш Енре пурăнакансем çу уйăхĕн 24-30-мĕшĕсенче pg.er.ru сайтри электрон сасăлав урлă татса парĕç.

РФ Патшалăх Думинчи парти списокĕсенчи вырăнсене 31 кандидат йышăнасшăн. Патшалăх Думинчи пĕр мандатлă округри кандидатсем пирки калас тăк – Шупашкар округĕнче 19 çын, Канашра – 17.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланма 153 кандидат регистрациленнĕ. Патшалăх Канашĕнче – 22 суйлав округĕ. Çапла вара вĕсенче кашнинче – вăтамран 7 кандидат. Апла тăк суйлавçăсен суйламалăх пулать.

– Сасăлав Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен кам хутшăнассине кăтартса парĕ. Пире питĕ уçă тата тавлашуллă кĕрешÿ кĕтет, – терĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова. – Парти сĕнет, халăх суйлать – çак йĕркепе иртекен малтанхи сасăлав пирĕншĕн кирек хăш шайри суйлава хатĕрленнĕ чухне те обязательнăй пулса тăчĕ. Вăл хăш кандидат халăхпа ытларах çывăххине, камăн программи çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине пĕлме май парать.

Ку хутĕнче малтанхи сасăлавăн хăйне евĕрлĕ темиçе енне палăртма пулать. Пĕрремĕшĕнчен, кандидатсем çамрăкланчĕç, вĕсенчен чылайăшĕ суйлава пĕрремĕш хут хутшăнать. Праймериза хутшăнакан чи çамрăк çын 22 çулта, вăл Чăваш Енри аслă шкул студенчĕ. Иккĕмĕшĕнчен: кашни пиллĕкмĕш кандидат «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти кандидачĕ мар. Тата çакна та палăртмалла, Патшалăх Канашĕн хальхи тытăмĕнчи 44 депутатран малтанхи сасăлава 18-шĕ кăна хутшăнать, çавăнпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин депутачĕсен тепĕр суйлаври йышĕ чăннипех те çĕнелесси куçкĕрет.

Праймериза хутшăнакансем тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ. Вĕсем – вĕрентÿ тата медицина учрежденийĕсен, промышленность предприятийĕсен представителĕсем, предпринимательсем, волонтерсем, общество деятелĕсем. Кандидатсен биографийĕсемпе тата программисемпе pg.er.ru сайтра тĕплĕнрех паллашма май пур. Кăсăклă тепĕр çĕнĕлĕх, кандидатсем пирки вуласа пĕлме çеç мар, вĕсен видеохыпарлавне те курма-итлеме пулать.

Сасăлав тепĕр эрнере пуçланать. Унта Чăваш Енре пурăнакан кирек кам та хутшăнма пултарать. Çавна май pg.er.ru сайта кĕмелле, «Сасăласшăн» чÿрече çине пусмалла, Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă авторизациленмелле, малтанхи сасăлава хутшăнасси пирки заявка хăвармалла. Çакăн хыççăн сирĕн пата регистрациленнине çирĕплетекен смс-çыру килет. Заявкăна майăн 30-мĕшĕччен яма юрать. Сасăлав майăн 24-30-мĕшĕсенче иртет. Ăна июнĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.

Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант: малтанхи сасăлав сентябрь уйăхĕнчи суйлава хутшăнма хăть мĕн чухлĕ кандидата та палăртма май парать. Чи нумай сасă пухакан çĕнтерÿçĕ пулса тăрать. Сасăлав йĕрки уçăмлă тата пуриншĕн те ăнланмалла, кирек кам та сасăлав кăтартăвĕсене тата сасăсене шута илнине тĕрĕслеме пултарать. Сасăлава пĕтĕмлетнĕ хыççăн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти съездĕнче РФ Патшалăх Думин суйлавне хутшăнакан кандидатсен йышне çирĕплетеççĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавне хутшăнакансене партин регион конференцийĕ çирĕплетет.

Раççейре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» малтанхи сасăлав йĕркелекен пĕртен-пĕр парти шутланать. 2021 çулхи çуркунне унта хутшăнма çĕршыври 7636 çын регистрациленнĕ. Раççейре пурăнакан кашни çын тÿлевсĕр «хĕрÿ лини» телефонĕпе – 8-800-555-02-00 – шăнкăравласа малтанхи сасăлавпа çыхăннă ыйтусене пама пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code