Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «iВолга» форум кĕтет

«iВолга» форум кĕтет

Раççей çамрăкĕсен «iВолга» форумне кăçал офлайн мелпех йĕркелеме палăртнă. Вăл яланхиллех Самар облаçĕнчи Мастрюково кÿлли хĕрринче июлĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен иртĕ.

Форума 18-35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пĕлĕвне 7 вĕренÿ сменинче тарăнлатĕç, проекчĕсене хÿтĕлĕç. Çавăн пекех кăçал ача-пăча iВолги те пулĕ. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕсен хастарĕсем, «Пысăк тăхтав» конкурс çĕнтерÿçисем килĕç. Форума хутшăнас текенсен iwolgaforum.ru сайта кĕрсе майăн 25-мĕшĕччен регистрациленмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code