Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чыс та мухтав сывлăх хуралçисене

Чыс та мухтав сывлăх хуралçисене

Тухтăр ĕçĕ питĕ йывăр, хисеплĕ. Тĕрĕс пĕтĕмлетÿ туса шанчăкне çухатнă йывăр чирлисене те ура çине тăратать вăл.

Тухтăрсем пулăшнипех эпир чир-чĕртен сывалса упранса пурнатпăр. Вĕсен пархатарлă ĕçне хакланă май иртнĕ вăхăта таврăнса чылай шур халатлă ĕçченĕн ĕçне-хĕлне куç умне кăларса тăрататăп. Çăмăл мар условисенче ĕçлесе пурăннăскерсене мĕнле манăн? Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсем. Хуçалăхсенче телефон çук, телевизор пирки тĕлленмен те вăл вăхăтра. Хаçат-журнал çырăнса илекенсем те питĕ сайра пулнă. Районти больницăра пĕртен-пĕр лаша пулнăран шанăç ялти фельдшерсем çинчеччĕ. Вĕсемех васкавлă пулăшу вырăнĕнчеччĕ.

Пирĕн ялти больницăн çурчĕ пысăках марччĕ. Мария Дмитриевна Волкова мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фельдшер пулса тăрăшрĕ. 3 теçетке çул ĕçленĕ хĕрарăмăн мăшăрĕ аварие пула пурнăçран уйрăлнăччĕ. Алăри пĕчĕк хĕр ачипе йывăçран купалакаласа тунă пĕчĕк пÿртре тăрса юлчĕ. Чирлĕ çынсене тараватлăн кĕтсе илетчĕ çамрăк тухтăр, йывăррисем патне кăнтăрла анчах мар, çĕрле те чупатчĕ.

Ун хыççăн ялти медпунктра Николай Геннадьевич Степанов ĕçлеме пуçларĕ. Çак ырă чунлă çынсем хăйсен пурнăçĕнче миçе çынна вилĕмрен çăлса хăварман-ши? Ун чухне ачасене ялтах çураттарнă тĕслĕхсем те пулнă. Тăваттăмĕш ачана манăн та ялти тухтăрсем пулăшнипех кун çути кăтартма тиврĕ. Хĕллеччĕ ун чухне. Çил-тăман алхаснăран çула юр хÿсе лартнă. Елчĕкри больницăна çитесси пирки шухăшлама та çук. Мария Дмитриевна сăпкара выртакан çамрăк ачине хăварса ман пата килчĕ, çăмăлланма пулăшнă хыççăн япаласене анчах мар, урайне те çуса тасатса хăварчĕ. Хăçан çывăрнă-ши вăл? Тепĕр кун ирхине кăвак çутăпа пĕрле каллех ман пата килсе сывлăхпа интересленчĕ.

Вăл вăхăтра ялта ача нумайччĕ: килĕрен 5-10 чун. Пĕр вăхăтра 400 ача та пурччĕ ялта. Ватăсем те йышлăччĕ. «Вĕсене пурне те ăçтан пăхса ĕлкĕрнĕ-ши вĕри чĕреллĕ сывлăх хуралçи?» – çакна пуçа илсе чылай вăхăт шухăша кайса ларатăп.

Ялти медпункт çуртĕнчен иртен пуçласа каçчен çын татăлмастчĕ.

Василиса Пирогова, Клавдия Карсакова ĕçченсене те ырăпа асăнать халăх. Пĕрне укол тумалла, теприн суранне çыхса ямалла. Ун чухне шприцсемпе темиçе хут усă курмалла пулнăран вĕсене тăтăшах вĕретсе тăнă. Санитаркăра ĕçленĕ Ольга Прокопьева ырă кăмăлпа палăратчĕ. Шыв çителĕклĕ пулманран çу кунĕсенче çумăр шывĕ пухатчĕ, хĕлле юра ирĕлтерсе шыва çавăратчĕ. Чирлисем çук-и тесе килĕрен те шаккаса ыйтса çÿреме ĕлкĕретчĕ хăй. Чăтăмлăхĕпе вăй-хăвачĕ ăçтан çитнĕ-ши? Ĕçе çÿренисĕр пуçне вĕсен кил-çурт, хуçалăх тытса пымалла, ача-пăча ÿстермелле пулнă вĕт-ха. Чирлисене район центрĕнчи больницăна лашапа леçме те ĕлкĕрнĕ.

Районти тĕп больницăра ĕçлекен тухтăрсем халăха чир-чĕртен асăрханма ыйтса шăматкунсенче ялсене лекци ирттерме çÿрени те асрах. Иван Михайлович Князев, районти пĕртен-пĕр хирург, пирĕн пата лекци ирттерме çуранах килнĕччĕ пĕринче. Хăй йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Хирĕç тухса илме те ăс çитереймен пуль эпир ăна. Каялла вара лашапа леçрĕç, вырăна çитнĕ-çитмен йывăр чирленĕ çынна сиплеме пуçăннине пĕлтерчĕç. Ытти врачсем те тăтăшах килсе çÿретчĕç.

Тухтăрсем халĕ те лăш курмасăр ĕçлеççĕ. Коронавирус чирĕ вĕсен ĕçне тата та кăткăслатрĕ. Пархатарлă та ырми-канми ĕçшĕн мĕн пур тухтăра пуçа тайса пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code