Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Тав сана, салтак-ветеран!

Тав сана, салтак-ветеран!

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ — чи хаклă та хисеплĕ уяв. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине паллă турăмăр.

Аслă Çĕнтерĕве, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене халалласа майăн 8-мĕшĕнче мĕн пур ялта палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртнĕ. Çак каçах округ центрĕнчи Тĕп лапамра çамрăксен «Астăвăм çурти» акцийĕ старт илчĕ. Унта Елчĕк ялĕн халăхĕ, округ администрацийĕн ĕçченĕсем, Елчĕк шкулĕнчи педагогсемпе вĕренекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Уява пуçтарăннисем чи малтанах палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан çуртасем йăтса пĕр кана шăп тăчĕç. Шкул ачисем, культура, искусство шкулĕн ĕçченĕсемпе воспитанникĕсем вăрçă çулĕсене сăнарлакан юрă-сăвăсем, ташăсем урлă çапăçу хаярлăхне, салтаксен паттăрлăхне, ывăлĕсене çухатнă амăшĕсен асапне кăтартса пачĕç.

Шкул директорĕ Лариса Васильева, вăлах округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, ертсе пынипе «Астăвăм çурти» тата ытти акцисене те çỹллĕ шайра ирттереççĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисемпе тĕл пулусем йĕркелессине те, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассине те мала хураççĕ.

Майăн 9-мĕшĕнче халăх ялавсемпе шарсем, чечексем йăтса Елчĕкри тĕп лапама пуçтарăнчĕ. Çанталăк сулхăнрах пулсан та, уяр тăчĕ çак кун. Аслă уявшăн çут çанталăк та савăнчĕ, çĕршыв паттăрĕсен умĕнче пуç тайрĕ тейĕнех. Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци иртмерĕ пулин те, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, территори пайĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене сума суса вĕсен портречĕсене алăран ямарĕç. Тĕп лапама, центр урамĕсене шарсемпе, ялавсемпе, плакатсемпе тата лозунгсемпе, баннерсемпе капăрлатни уява илем кỹчĕ, ирех янăракан патриотла кĕвĕ-çемĕ кăмăла çĕклерĕ, чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уçрĕ, кашнинех çутă та хаваслă уявпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ. Тĕп сцена умне икĕ ретпе вырнаçса ларнă тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисен умĕнче пуç тайнине палăртрĕ округ ертỹçи.

— Паян эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хĕрỹ кĕрешỹре Аслă Çĕнтерỹ тунă паттăрсене чыслатпăр, сума сăватпăр, вилнисене асăнатпăр. Шăп 78 çул каялла совет халăхĕ пĕр пулса фашизма çапса аркатнă. Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Раççей салтакĕн паян та нацистсемпе çапăçма тивет — хальхинче Украина территорийĕнче. Аттемĕрсен, асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса халăха тăшманран пирĕн округ çамрăкĕсем те паттăррăн хỹтĕлеççĕ. Эпĕ вĕсене тата гуманитарлă пулăшу паракан округ халăхне чун-чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатăп, — терĕ хăйĕн сăмахĕсенче Леонард Васильевич.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов хутшăнчĕç.

Юрий Алексеевичăн ашшĕ фронтовик, амăшĕ тыл ĕçченĕ пулнă. Вĕсене ырă тĕслĕх вырăнне хунине, сума сунине, хисепленине, вĕсемпе чăннипех мăнаçланнине уççăн палăртрĕ вăл.

Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсен шучĕ çултан-çул чакса пырать. Паян округра пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ — 102 çулпа утăмлакан Чăваш Тăрăмĕнчи Илья Степанович Волков анчах пурăнать. Унсăр пуçне 23 салтак арăмĕ, 160 тыл ĕçченĕ, 1468 вăрçă ачи.

Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса округри предприятисемпе организацисен представителĕсем, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем, çар тумне тăхăннă уйрăм çынсемпе ачасем палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çак пулăмра та пĕрлĕх вăйне туйса илетĕн, мăнаçланатăн!

Уява «Май вальсĕ» музыкăпа ташă композицийĕ капăрлатрĕ. Мирлĕ вăхăт сенкер те хĕвеллĕ тỹпепе, чечеклĕ улăх-çаранпа, ачасен çутă куллипе палăрать пулсан, вăрçă хура тĕспе тата çухатупа тулнă. Паянхи кун Украина çĕрĕ çинче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен паттăрлăхне те сăнарларĕç, çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне кăтартса пама пултарчĕç.

Округ центрĕнчи «Шевле», «Солнышко», Чебурашка» ача сачĕсен воспитанникĕсен, шкулсенчи çамрăк армеецсен парачĕ яланах мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Пĕчĕккисем валли ятарласа çар тумĕ çĕлесе хатĕрлени те мĕнле паха. Тĕрлĕ çулсенче Германире службăра тăнисем, ĕнерхи пограничниксем, моряксем стройпа утса тухни те хăйне кура патриотла пулăм.

Техника парачĕ те çулсерен пуян. Аэростат, квадроцикл, «Урал» мотоцикл, кухньăллă УАЗ-469, УАЗ-3303, тинĕс айĕнчи карапăн тата Пĕрремĕш Петĕр патша чертежĕпе хатĕрленĕ парус макечĕ (Андрей Головин коллекцийĕнчен), тупăллă ГАЗ-63, ГАЗ-53, Урал-4320, прицеплă ДТ-54, «Катюша», десантсен çар машини (ăна Тăрăмри Николай Енедеров юсавлă тытать), бронетранспортер («Прогресс» АХОн тĕп инженерĕ Валерий Куприянов кăçал хута янă) пĕрин хыççăн тепри иртнĕ май халăх пĕр савăнчĕ, пĕр хумханчĕ. Трактор-машинăпа парада А.Чернов (Елчĕк), В.Гордеев, А.Смирнов, А.Горшков, (округ администрацийĕ) хутшăннă. Çар техники хыççăнах пушар хуралĕн (ертỹçи Василий Григорьев), тĕп больницăн (Надежда Уркова), подстанцин (Юрий Хушкин), газ участокĕн (Алевтина Львова) автомашинисем иртрĕç. Парад хыççăн «Ман Тăван çĕршывăм — аслă» ташă композицине кăтартрĕç. Унта Елчĕкри вăтам шкулта тата искусство шкулĕнче вĕренекенсем вăрçа пула татăлнă ачалăха витĕмлĕн сăнарласа кăтартрĕç. Чечекленекен çĕршывра çуралнă ачасем хаваслă, вĕсен аллисенче — теттесем, çумĕнче юратнă ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ-аппăшĕ… Анчах та ылханлă вăрçă çĕр çинчи илеме хупăрлать, çемьесене салатать, çывăх çынсене пурнăçран уйăрать. Ăна пулах çамрăк ăру ачалăхсăр юлать. Телейпе юратура çитĕнес вырăнне выçлăхпа касăлать. Çĕре ỹпĕннĕ хуйхăпа тулнă хĕрарăмсем, çапăçу хирĕнчен таврăнайман салтаксем, выçлăхпа тата сивĕпе аптраса тылра ырми-канми тăрăшнисем, юнпа пĕвеннĕ аманнă салтаксем, концлагерьсенче асапланакансем, вăрçа пула ачалăх курман ачасем… Мĕн пур çĕрте хаярлăхпа тискерлĕх, çухату, ылхану. Хăрушă вăрçă сăнарĕ вăл…

Аслă Çĕнтерỹ уявне халалланă концертра округри чи пултаруллă коллективсемпе уйрăм юрăçсем пулчĕç. Николай Петрова асăнса йĕркеленĕ çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ те массăлăхпа палăрчĕ. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе чысларĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code