Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн ентеш — «Шупашкар» командăра

Пирĕн ентеш — «Шупашкар» командăра

Республикăри «Шупашкар» хоккей команди Раççей чемпионачĕн черетлĕ вăййисенче «Шупашкар -Арена» пăр керменĕнче Çĕпĕрти «Алтай» хоккей командипе тĕл пулчĕ. Пирĕн командăн хапхине ашшĕ-амăшĕ Тĕмерте çуралса ỹснĕ Александр Муллин голпикер ăнăçлă хỹтĕлерĕ. Çак вăйăсенче пирĕн республика спортсменĕсене 4:1 тата 6:3 шутсемпе çĕнтерме май пачĕ.

Александр Муллин Тĕмерти тĕп шкул директорĕн, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕн ячĕпе тата хушамачĕпе пĕр килет кăна мар, унăн пиччĕшĕн ывăлĕ пулать. Çамрăк Александрăн ашшĕпе амăшĕ — Валерий Сергеевичпа Ирина Ильинична Муллинсем Мускаври аслă шкулсене пĕтернĕ хыççăн Ярославльте тĕпленнĕ. Вĕсен 1996 çулта çуралнă Александр ывăлĕ пĕчĕкрен Ярославльти «Локомотив» хоккей клубĕн çумĕнчи ачасен, унтан çамрăксен командинче выляса ỹснĕ, ăсталăхне ỹстернĕ. Каярахпа «Локо-юниор» (Ярославль), «Молния» (Рязань) командăсемшĕн вылянă. Кăçал кĕркунне Шупашкара куçса килнĕ, тĕп хулари «Шупашкар» хоккей командинче выляма пуçланă. Кĕске вăхăтрах вăл тĕп вратарь пулса тăнă.

Кăçал манăн «Шупашкар» командăн темиçе вăййине те кайса курма тỹр килчĕ. Пăр керменне пуçтарăннă халăх: «Муллин, Муллин!», — тесе кăшкăрса хавхалантарнине, ăна хамăр ентеш вырăнне хурса хакланине асăрхама тиврĕ. Çакă мана та, Тĕмерте ỹснĕ çынна, савăнтарчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code