Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачалăх телейлĕ пултăр

Ачалăх телейлĕ пултăр

Октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе «тỹрĕ эфир» ирттерчĕ, икĕ сехете тăсăлнă калаçу вăхăтĕнче 30 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. «Тỹрĕ эфира» Наци телевиденийĕ урлă, «Россия-24» каналпа, «Контактра» соцсетьри «Чăваш Республики» ушкăнра курма май пулчĕ. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалларĕç.

— Ачалăх мĕнле пулнинчен çыннăн пуласлăхĕ нумай килет. Кашни ачан вăл лăпкă та тăнăçлă пулмалла. Çакна шута илсе эпир çитес çулталăка ачасене халалларăмăр, — палăртрĕ республика ертỹçи.

«Тỹрĕ лини» темиçе форматпа иртрĕ. Калаçăва ачасем — «Куча мала» медиа-центрăн воспитанникĕсем, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Наталья Чапурина хутшăнчĕç.

Телейлĕ тата хăрушсăр ачалăх темине хускатнă калаçу уçă та анлă пулчĕ. Ыйтусем ытларах ача пособийĕ, республикăри Амăшĕн капиталĕ, çĕр лаптăкĕ илесси, ача-пăча лапамĕсем тăвасси тавра пычĕç.

Ачан пирвайхи çулĕсем унăн малашлăхне пысăк витĕм кỹреççĕ, çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен ачалăхне телейлĕ тăвассишĕн пĕрле тăрăшмалла. Телейлĕ самантсем пулччăр тесен мĕн тумалла? Республика Пуçлăхĕн шучĕпе, чи малтанах ача-пăчана тивĕçлĕ ỹсме, тарăн пĕлỹ илме, пултарулăхне туптама, спорт тата ытти енĕпе аталанма хăтлă майсем туса памалла. Ку енĕпе Чăваш Ен Правительстви сахал мар ĕç тăвать: çĕнĕ шкулсем тăвасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси, ачасене шкулта паха вĕри апат çитересси, вĕсен канăвне йĕркелесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Çитес çулхи мероприятисем пирки калаçнă май пуçлăх республикăра пурнăçа кĕрекен программăсене илсе кăтартрĕ. 2026 çулччен кашни шкул çумĕнче хăрушсăр, паянхи самана ыйтнине тивĕçтерекен стадион пуласса шантарчĕ.

Вĕрентỹ сферинчи ыйтусем ЦУР йышăннă ТОП-5 йышне кĕнĕ. Кун пирки те каларĕ Олег Николаев тỹрĕ эфир вăхăтĕнче. Сăмах май, 2026 çулччен 50 процент ытла кивелнĕ шкулта тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă. Шупашкарти «Университет», «Солнечный» микрорайонсенче 2024 çулччен çĕнĕ шкулсем хута ямалла. Килес çул вара «Садовый» микрорайонта тахçантанпах кĕтнĕ шкул алăкĕсене уçĕ.

Республикăра пурăнакансем ялсенче ача-пăча площадкисем тăвассипе те кăсăкланчĕç. Олег Николаев «Пуçаруллă бюджет» программа ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ.

Социаллă тỹлевсен çĕнĕ йĕркисем, çитĕнекен ăру сывлăхне упрасси, пултаруллă ачасене пулăшасси… — пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмассине çирĕплетрĕ О.Николаев.

Кунтах Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн эмблемине суйлассипе ирттернĕ сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code