Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вăрçă ачисене — чыс та хисеп

Вăрçă ачисене — чыс та хисеп

Округри хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе Елчĕкри искусство шкулĕн çутă та илемлĕ залĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Кĕрекери сумлă хăнасем — вăрçă ачисем. Елчĕкри вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем те вĕсемпе юнашар пулчĕç.

…Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртнĕ çав: шел пулин те, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисенчен халĕ округĕпе илсен те пĕр çын анчах тăрса юлнă. Вăрçă çулĕсем мĕн чухлĕ ытларах хыçа юлаççĕ пулин те, Çĕнтерỹ уявĕн ят-сумĕ, пушшех, ỹссе пынăн туйăнать. Вăрçă ачисене чыс тума хутшăннă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вăл чи мăнаçлă уявсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Кĕрекери сумлă хăнасен умĕнче пуçне тайса:

— Вăрçă сирĕн çулхисен ачалăхне туртса илнĕ, эсир çитĕннисемпе юнашар кар тăрса çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама хутшăннă. Таймапуç сире пуриншĕн те, чыспа хисепе эсир, чăннипех, тивĕçлĕ, — терĕ вăл. Округри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева пĕтĕмлетсе каланинче те чунран тухакан сăмахсем пулчĕç.

Тĕл пулăва пыма кăмăл тунă вăрçă ачисем: Роберт Бобылев, Мария Кондратьева, Елена Агеева, Антонина Федорова (Елчĕк), Лилия Доброхотова (Патреккел), Зоя Кузьмина (Ĕнел), Валентина Чернова, Римма Арзамасова (Тỹскел). Мирлĕ вăхăтра вĕсем пурте яваплă ĕç вырăнĕсенче тимленĕ, тĕрлĕ профессире пысăк ăсталăх кăтартса халăх хисепне çĕнсе илнĕ. Вăрçă ачисем халĕ ĕнтĕ сахалах мар çул пуçтарнă. Тĕл пулăва пынисенчен чи аслисем Роберт Бобылов (1928 çулта çуралнă), Мария Кондратьева (1931) пулнине пĕлтĕмĕр. Апла пулин те вĕсем пурте çирĕп ăс-тăнлă та патвар — çăмăл мар пурнăç туптанă, пиçĕхтернĕ вĕсене…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code