Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Матвеевсем палăрнă

Тăвай районĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне П.Павлова асăнса купăсçăсен районсен хушшинчи «Алра купăс янăрать» фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.

Унта республикăри, Тутарстанри, Пушкăртстанри чи лайăх купăсçăсем хутшăннă. Яманчÿрелĕнчи Матвеевсен çемйи хальхинче те конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Александр Васильевичпа Александра Леонидовна «Çемье ансамблĕсем» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ диплома тата приза тивĕçнĕ.

Эстрада юррисен фестивалĕ

иртнĕ Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнче.

Районта эстрада юррисене юрлакансем йышлăн: ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те, дуэтпа та… шăрантараççĕ. Кăçал гран-прие Лаш Таяпари Юрий Кашкăр çĕнсе илнĕ. Солистсенчен Вăрăмхăвари Елизавета Казначеевăпа Патреккелĕнчи Борис Клементьев, дуэтсенчен Елчĕкри Люссия Плотниковăпа Сергей Баранов мала тухнă.

Шуршури «Сарпике» ушкăн, Патреккелĕнчи Людмила Маркова, Шăмалакри Ольга Егорова – тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисем. Сăрьелĕнчи Дамир Валеев куракансем кăмăллакан приза тивĕçнĕ.

Республика ăмăртăвĕнче

Аслă Елчĕкри культура çуртĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пысăк шайри ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтернĕ Валерий Георгиевичпа Валерий Петрович Черновсене, Юрий Орехова асăнса республика ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта Елчĕк, Канаш, Патăрьел, Красноармейски районĕсенчи, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи çамрăк кĕрешÿçĕсем вăй виçнĕ.

Ăмăртусем 35 килограмран пуçласа 80 килограмлă тăхăр виçе категорийĕнче иртнĕ. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи çамрăксем кĕрешес ăсталăхĕ пысăккине палăртнă. Хăйсен виçисенче Станислав Мисяков пĕрремĕш, Дмитрий Борисовпа Данил Патшин иккĕмĕш, Герман Илеменев виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Г.АДЮКОВ.

Çĕнтерÿçĕсем

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче шкул ачисем волейболла выляса тупăшнă.

Шкулсен волейбол лигинче Çĕнĕ Пăвасем çĕнтернĕ. Евгений Абрамов чи лайăх вылякан ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code