Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй пĕрлĕхре кăна

Вăй пĕрлĕхре кăна

Пирĕн Республика çĕршыв шайĕнчи кирлĕ задачăсене татса парас ĕçе вăраха ямасăр хутшăнать. Чăваш Енре пурăнакансем Раççей Президенчĕн уйрăммăн мобилизаци тăвассипе йышăннă Указне пурнăçлама пуçăннă. Оборона комплексĕн предприятийĕсем мобилизаци йĕркине куçаççĕ.

Тăванла халăхсене Украина влаçĕ пусахланинчен хăтарасси, вĕсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси пирĕн тĕп тĕллев. Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те çар задачисене тивĕçлипе пурнăçланă. Халĕ, çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, никама пăхăнманлăхне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă тапхăрта, пирĕн тата та вăйлă пулмалла. Пирĕн çĕршыв Украинăри неонацизма анчах мар, ун енчи пĕтĕм çар операцине тỹрремĕнех ертсе пыракан пĕтĕм коллективлă Хĕвел Анăçпа НАТО блокĕсене хирĕç тăрать.

Çак хушăрах пирĕн хальхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçтермелле, наци тĕллевĕсемпе, наци проекчĕсенче пурнăçа кĕртессипе, Раççей Президенчĕ халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма пуçарнă наци проекчĕсемпе тата ыттипе те тивĕçлĕ ĕçлесе пымалла. Çавăн чухне анчах эпир маларах палăртнă тата çĕнĕрен йышăннă задачăсене туллин пурнăçласа пырăпăр, çĕршыва аталантарма, унăн экономикине çирĕплетме, оборона хăватне ỹстерме, Раççейĕн никама пăхăнманлăхне упраса хăварма пултарăпăр.

Халăх хỹтлĕх туйтăр

Луганск, Донецк республикисенче, Запорожье тата Херсон облаçĕсенче референдум ирттерме палăртнă.

Раççейпе истори тĕлĕшĕнчен уйрăлми çыхăннă территорисем. Вĕсен ертỹлĕхĕсем Раççей Президенчĕ патне хăйсене Раççей йышне кĕртме ыйтупа тухнă. Паллах, çĕршыв тăванла халăха пулăшусăр хăвармĕ. Пирĕн тивĕç — асăннă референдума хутшăнакан халăха хỹтĕлесси тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Референдум ыйтăвне вăхăтра татса парсан эпир пĕрлехи йышпа тата та вăйлăрах, тĕреклĕрех пулăпăр.

Леонард ЛЕВЫЙ,
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Раççей йышне кĕресшĕн

Эпĕ 72 çулта, Украинăра пурăнатăп. Эпир Раççейĕн, хăй вăхăтĕнче Раççей империйĕн, уйрăлми пайĕ. Çавăнпа та унта таврăнмалли курс тытрăмăр, çак çултан ниçта та пăрăнмастпăр. Референдума эпир питĕ кĕтетпĕр. Пирĕн тăванла халăх йышĕнче пулас, хамăра хỹтлĕхлĕ туйса мирлĕ тỹпе айĕнче пурăнас, урамра тĕл пулсан никамран хăрамасăр вырăсла та тулли кăмăлпа калаçас килет. Хальлĕхе хĕнтерех. Çак референдума хатĕрленсе Раççей паспортне тутартăм. Чун яланах Раççее туртнă, ăна шанатпăр, çавăнпах унăн йышне кĕресшĕн!

Иван ПЛОТНИКОВ, пенсионер.

Паттăрсене пулăшар

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче Владимир Путин Раççей халăхĕ патне уйрăм мобилизаци тăвасси пирки тухни референдумпа та, Донбасра пурăнакансене националистсен пусмăрĕнчен хăтарассипе те çыхăннă. Украина влаçĕ референдум ирттерессине, халăх ирĕке тухассине мĕн пур вăйĕпе хирĕçлесшĕн пулĕ. Раççей Оборона министрĕ Сергей Шойгу пĕлтернĕ тăрăх, мобилизациленĕ Раççей çыннисене чи малтан йышăнса илнĕ территорисене çирĕплетме тата тĕрĕслеме яраççĕ. Пирĕн салтаксемпе офицерсем тата доброволецсем çур çул ытла тăванла халăха хỹтĕлес, националистсен пусмăрĕнчен хăтарас, çынсен прависемпе ирĕкĕсене, мирлĕ пурнăçа упраса хăварас тесе малти ретре çапăçаççĕ. Паттăрсене пулăшу кирлĕ.

Петр АНИСИМОВ,
хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен районти канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code