Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр ĕçченĕсене чысланă

Çĕр ĕçченĕсене чысланă

Иртнĕ эрнекун «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тунă. Уява райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пыракан сумлă делегаци те хутшăннă.

Агропромышленность комплексĕнче кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хуракансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Вăл маларах апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсем туса кăларакан продукцисемпе, ял хуçалăх организацийĕсен стенчĕсемпе паллашнă. Олег Алексеевич ял хуçалăхĕнче тимлекенсене çĕре юратнăшăн, чăтăмлăхшăн, çак отрасльти ветерансене хăйсен пĕлĕвĕпе, опычĕпе çамрăксене паллаштарса пынăшăн тав тунă, ял çыннисен кăçалхи ĕçне пысăк хак панă, вĕсем аталану çулĕпе çирĕп утăмсемпе малалла каясса шанса тăнине пĕлтернĕ. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йышши организацисене, хуçалăхсене кÿнĕ пулăшăва тĕпе хурса çитес çул та субсидилессине вăйлатма шантарнă.

Çавăн пекех уявра РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, Анатолий Аксаков сăмах илнĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕн 9 уйăхри ĕç-хĕлĕ пирки доклад тунă. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе республикипе 954,8 тонна /бункер виçипе/ тырă пухса кĕртнине каланă. Çакă 1992 çулхи кăтартуран кăшт çеç пĕчĕкрех. Ун чухне уй-хиртен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем кĕлете 1 миллион ытла тонна кĕнĕ. Кăçал кашни гектартан тĕш тырă пухса кĕртес енĕпе республика ял хуçалăхĕн историйĕнче рекорд тунă: 33 центнер. Пахчаçăсем те производствăна пĕлтĕрхинчен ÿстернĕ: 150 пин тонна – иртнĕ 19 çулта чи нумай – пуçтарса илнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 336 центнер /пахча çимĕç историйĕнче чи пысăк калăпăш/. 185 тонна е кашни гектартан вăтамран 18,6 центнер хăмла пуçтарнă. Выльăхран продукци илесси те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен пысăкраххине, патшалăх аграрисене пулăшса субсиди уйăрнине пĕлтернĕ. Кашни ĕнерен вăтамран 6500 кг сĕт сунă.

Сăмах май каласан, республика федераци хыснинчен АПКна аталантарма паракан пулăшупа усă курассипе федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пысăк кăтартусем çĕнсе илнĕ районсене, агропромышленность комплексĕнчи организацисемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене дипломпа тата укçан премипе хавхалантарнă. АПК производствине тухăçлă тытса пынăшăн, ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче ÿсен-тăранран продукци илессипе «Слава картофелю-Яльчики» агрофирма /ертÿçи Х.Идиатуллин/ 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

АПК производствине тухăçлă тытса пынăшăн ял хуçалăх организацийĕсен хушшинче выльăхран продукци илессипе «Победа» ООО /ертÿçи Н.Головин/, «Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен хушшинче экономикăпа производствăри чи лайăх кăтартусемшĕн» номинацире ÿсен-тăранран продукци илессипе Аслă Таяпари Т.Васильева хресчен /фермер/ хуçалăхĕ 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕ ноутбук, призерсем телевизорсен хуçисем пулса тăнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Х.Идиатуллин, Т.Васильева, Н.Головин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code