Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ярмăрккă хапăл тăвать

Ярмăрккă хапăл тăвать

Районта халĕ кашни шăматкун «Кĕр парни» ярмăрккă иртет. Вăл октябрĕн 9-мĕшĕчченех ĕçлемелле.

Кĕр мăнтăрĕпе йĕркеленĕ ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан çак куна çынсем ахальтен мар чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта паха пахча çимĕç, улма-çырла, пыл, аш-какай, тата ыттине те тивĕçтерекен хакпа туянма пулать. Тĕрлĕ сăлтава пула килти хушма хуçалăха анлăн йĕркелесе пыма пултарайман, уйрăмах аслăрах ỹсĕмри çынсенчен, ял хуçалăх таварĕсемпе сутă тăвакан пасарсем йĕркеленипе кăмăллă пулнине час-часах илтме пулать. Килте нумай пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерекенсемшĕн чĕр тавара вырнаçтарма май пулни те аван. Пасарта суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕр уйăрнăран, хаксем те ытлашшиех «çыртмаççĕ». Пĕр сăмахпа, ку чухне сутакан та, туянакан та кăмăллă юлни, паллах.

Çĕр улми туса илессипе ятарласа ĕçлекен вырăнти «АСК-Яльчики» ООО кĕркуннехи пасарта кашни çулах «иккĕмĕш çăкăрăн» тухăçлă çитĕнекен çĕнĕрен те çĕнĕ сорчĕсене сĕннине нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Районта пурăнакансем пĕрне-пĕри курса çĕр улми вăрлăхĕ те нумай туянаççĕ.

Акционерсен «Прогресс» хупă обществи сĕнекен тĕрлĕрен продукта та туянакансем хапăл тусах йышăнаççĕ. Вĕсем нумайранпа ĕнтĕ тĕрлĕрен кĕрпе-макарон, çăкăр-булка, кăлпасси-шăрттан сутаççĕ. Прилавок çинче ытти ĕçме-çиме те нумай. Вĕсене пурне те хуçалăхăн хушма производство цехĕсенче пĕçереççĕ. Ку е вăл продукта туянса, астивсе курнисем пĕлеççĕ: вĕсем пурте питĕ тутлă, чĕлхене çăтса яма пулать…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code