Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăртан та нумай килет

Хамăртан та нумай килет

Çÿп-çап пухассинче çĕнĕ йĕрке вăя кĕнине, ăна регион операторĕн автомашинисемпе вăхăтлăха упрамалли контейнер площадкисенчен турттарса тухнине халăх та ăнланса пынăн туйăнать. Районта пурăнакансемпе тĕл пулнă вăхăтра çак ыйту тавра ятарласа сăмах пуçарнă чухне те вĕсенчен нумайăшĕ çак мелпе усă курнине ырлать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ĕнер район центрĕнче контейнер площадкисене епле йĕркеленипе паллашрĕç, унсăр пуçне, Елчĕкри Автотур çывăхĕнчи Игнатьев урамне, Елчĕк тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсем чикĕленекен вырăна çитсе курни ахальтен пулмарĕ.

Район центрĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсенче тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем йăлара усă курнă хыççăн пухăнакан çÿп-çапа вăхăтлăха упрама малтанах шута илсе палăртнă вырăнсене 13 площадка çĕклесе лартнă пулсан халĕ вĕсенче контейнерсем те /кашни площадкăра – икшер, пурĕ – 26/ пулмалла. Хальлĕхе 8-шне вырнаçтарнă. Экологи канашлăвне хутшăннисен ĕнер вĕсенчен иккĕшне анчах çитсе курма май килчĕ. Апла пулин те лару-тăрăва хаклама, хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсене тума йывăрах та пулмарĕ. Хутаççи-хутаççи ăпăр-тапăра контейнера пăрахман, площадка йĕри-тавра лартса хăварнă. Хăшĕ-пĕри контейнер хупкаçне уçса хупассине чăрмав вырăнне хурать пулĕ-и, е аллисене вараласран асăрханать-и?

Контейнерсене пухăннă çÿп-çапа автомашина çине тиенĕ-куçарнă чухне малтан вĕсене площадкăсенчен кăлармалла. Çак вырăнсене техника чăрмавсăр кĕрсе çÿремелле пултăр тесе кунта пăрăнса кĕрекен çулсене малтанах мĕнле кирлĕ çавăн пек – вак чул сарса тикĕсленĕ. Ку чухне вара тепĕр ыйтăва та татса пама тиветех. Контейнера автомашина умне чăрмавсăр кустарса çитерес тесен территорие бетон сарса хытарма тиветех. Николай Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ыйту тĕлĕшĕпе татăклă йышăну тăвиччен лару-тăрăва шута илме те ыйтрĕ.

Хамăр ентешĕмĕре, Олимп призерне Ардалион Игнатьева хисеплесе çĕнĕ саманара йĕркеленĕ урамра пурăнакансен çурт-йĕрĕ пĕри тепринчен хăтлă, капмар. Анчах хăш-пĕри хăй кил-çурчĕн таврашне тирпейлĕ тытманнине те иртен-çÿрен асăрхать, паллах. Сад-пахчана хĕле хатĕрленĕ хыççăн пухăннă çумкурăка тата ытти хыт-хурана урам вĕçĕнчи вар çывăхне тăршшĕпе купаласа тухнине те курмасăр иртме пулмарĕ. Çак касра пурăнакан арçынсем çак «хÿтлĕхе» çуркунне тата вăйлă çумăр вăхăтĕнче юнашарти хиртен юхса анакан шыв-шуртан асăрханас тĕллевпе тунине палăртрĕç. Апла пулин те кунта ытти ăпăр-тапăр та ура айĕнче йăваланать.

Елчĕкпе Аслă Елчĕк ялĕсен чиккинчи пĕчĕк вăрман тăрăхĕнче – кĕр мăнтăрĕпе киленсе кăмпа пуçтармалли вырăнта тата мĕн амакĕ кăна курма пулмарĕ. Ирĕк памасăр уçнă малтанхи свалкăна нумаях пулмасть тĕп тунă, халĕ ун вырăнне тепри ÿссе те ларнă: купи-купи толь-сăмала юлашкийĕ, алăк-чÿрече кăшкарĕ кĕленчи мĕнĕпех. Тахăшĕ улăмне та кунта килсе тăкнă – купи те пĕчĕк мар.

Килти хуçалăхра усă курма юрăхсăра тухнă ăпăр-тапăра ирĕк паман вырăнсене пăрахма юраманнине пиртен кашнийĕ лайăх ăнланать. Тĕрĕссипе, хальхи вăхăтра çÿп-çапа çынран вăрттăн ăçта пытарасси пирки пуç ватма та кирлĕ мар пек – ăна вырăнсенчен турттарса тухассипе тимлекен регион операторĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пырать. Ăс-тăнра ĕлĕк çирĕпленнĕ йăларан хăтăлма йывăр-ши?

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code