Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Маларах çырăнăр

2019 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ А.П.Евграфов видеоконференци çыхăнăвĕн мелĕпе халăхпа йышăну йĕркелет.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсемпе – нацисен хушшинчи хутшăнупа, терроризма тата экстремизма хирĕç кĕрешессипе, политика репрессийĕсен вăхăтĕнче хур тÿснисене таса ята тавăрассипе çыхăннă ыйтусемпе саккуна пăснă тĕслĕхсем пулсан граждансене маларах Елчĕк район прокуратури урлă 2-50-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.

Видеоконференцие /вăл 11 сехет те 30 минутра пуçланать те 13 сехетчен пырать/ хутшăнас текенсене сентябрĕн 24-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче Октябрь урамĕнчи 10-мĕш çуртра вырнаçнă район прокуратуринче кĕтетпĕр.

С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Черетлĕ пулăшу

Пĕччен çыннăн пурнăçĕ эрĕм тутиех тесе ахаль каламан тăр.

Кивĕ Эйпеçри Александра Кожевникова кил-çуртне газ кĕртейменрен хĕл каçма ытлă-çитлĕ вутă хатĕрлет. Пĕр автомашина вут-шанкăна çуркунне туяннă вăл. Халĕ тата тепĕр автомашина кÿрсе килнĕ. Нумай шухăшласа тăман шкулти волонтерсем, Александра Поликарповнăна вутă кĕртме пулăшнă. Саня аппа ачасене тав туса вĕренÿре те ăнăçу суннă.

Предмет олимпиадисем пуçланнă

Олимпиада – ăс-тăн ăмăртăвĕсен хаклавĕ, вăл хăвăн вăйна, пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин шкул тапхăрĕнчи тĕрĕслевĕ пуçланнă. Вĕренекенсем экологи, право, технологи, физика предмечĕсемпе хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Шкул шайĕнче çĕнтернисем муниципалитет тапхăрĕнче тупăшма хатĕрленеççĕ.

Культура çурчĕ хĕле хатĕр

Патреккелĕнчи культура ĕçченĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе котельнăя çĕнĕ тĕс кĕртнĕ.

Вĕсем кунти пÿлĕмри стенасене сăрланă, чÿречесемпе алăка çуса тасатнă. Газ операторĕн ĕç условийĕ тивĕçлĕ шайра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code