Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенменрен – ăста

Ÿркенменрен – ăста

Сăн ÿкерчĕкри Виктор Демьянов /сулахайри/ – вĕрентекен. Вăл Елчĕкри вăтам шкулта физкультура предметне ертсе пырать. Кирек хăш ĕçе те пысăк хавхаланупа пикенекен тата тăрăшса пурнăçлакан çак çын çуллахи каникул вăхăтĕнче «Стройэнергосервис» ОООра строительсен бригадинче вăй хунă.

Валерий Филиппов та ĕçрен ÿркенсе тăракан йышши мар. Çулталăк тăршшĕпех «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче сменăпа ĕçлекенскер, строительство организацийĕнче те тÿрĕ кăмăлпа вăй хурать.

Владимир Агеев вара «Стройэнергосервис» ОООра нумай çул тăрăшать, пархатарлă ĕçĕпе коллективра пысăк хисепе тивĕçнĕ.

Çурла уйăхĕнче виçĕ юлташ районти тĕп больницăри сиплев корпусĕн тăррине юсама хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code