Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансем канашларĕç

Ветерансем канашларĕç

Елчĕкри тĕп библиотекăра районти ветерансен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, медицина ĕçченĕсем, Раççей Пенси фончĕн тата социаллă работниксем хутшăнчĕç.

Сентябрĕн 17, 18, 19-мĕшĕсенче Раççей Патшалăх Думин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет.

– Ветерансем кашни суйлавах хастар хутшăнаççĕ – тивĕçлĕ кандидатсене суйлассинче хăйсен тÿпине хываççĕ. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура – пандеми вăхăтĕнче иртекен суйлава та эсир активлă хутшăнасса шанса тăратпăр, – палăртрĕ Леонард Левый ларăва хутшăннă ветерансене ăшшăн саламланă май.

Майлă самантпа усă курса Леонард Васильевич районти ветерансен канашĕн президиумĕн членне, нумаях пулмасть 85 çул тултарнă Илья Левыя юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ветерана Республикăри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн членĕ Серафима Терентьева та ăшă сăмахсем каларĕ.

Ларăва хутшăннисем умĕнче Елчĕкри тĕп больницăн терапевт тухтăрĕ Людмила Миллина сăмах илчĕ. Вăл районта COVID-19 чир сарăласран сыхланса пурнăçланакан ĕç-хĕлпе, районта тата республикăра ку чирпе чирлекенсен шайĕ мĕнлерех пулнипе паллаштарчĕ. «Çак хăрушă чиртен сыхланмалли пĕртен-пĕр мел – халăха анлă вакцинаци туни», – палăртрĕ Людмила Михайловна. Тухтăр ыйтусене те хуравларĕ.

Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Евгения Михайлова социаллă çăмăллăхсем, Федерацин «Патшалăх социаллă пулăшăвĕ çинчен» саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа пачĕ. Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: лару саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code