Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратнă ĕçре 

Юратнă ĕçре 

Ырми-канми тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ ăста механизаторсем сахал мар районти хуçалăхсенче.

«Сатурн» ЯХПКри Владимир Кукурузов трактористра 1990 çултанпа тăрăшать. Уншăн хĕрÿ тапхăр çуркунне ака-сухаран пуçланать те кĕркунне уй-хир пушанмасăр та вĕçленмест. Хĕлле вара фермăра выльăх апачĕ валеçет. Кирек хăш тивĕçе те чунĕ хушнипе пурнăçлать тракторист. Çитĕнĕвĕсем, наградисем те сахал мар унăн. Сăмах май, республика шайĕнче сухаçăсен хушшинче иртнĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме те пултарнă. Кăçал вара вăл РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне тивĕçрĕ.

– Çĕр çыннишĕн пысăк савăнăç – тăван тăрăх вăй илсе аталанни, – кăмăллăн пĕлтерет Владимир Кукурузов.

Е.ПЕТРОВА.

Николай КРУГЛОВ сăн ÿкерчĕкĕнче: Владимир Кукурузов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code