Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыл ветеранне 90 çул

Тыл ветеранне 90 çул

София Воронцова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кунпа тыл ĕçченне Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Левая, Надежда Карсакова специалист, çывăх тăванĕсем саламланă, ырлăх-сывлăх тата телей суннă. Ольга Владимировна София Евдокимовнăна Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ салам открыткине вуласа панă.

София Воронцова 1928 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче кун çути курнă. Шкул пĕтерсен тăван колхозра тăрăшнă. 1952 çулта Патреккелти Петр Арсентьевич Воронцовпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. «Прогресс» хуçалăхра поварта, кайран техслужащинче тăрăшнă. Ĕç ветеранĕ мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра вăл Иван ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинеми 9 мăнукĕпе тата 9 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code