Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çын ĕçпе илемлĕ

Çын ĕçпе илемлĕ

Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕнче вуннăмăш çул тăрăшать Владимир Доброхотов.

Хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçланăран юлашки çулсенче культура вучахĕ хĕмленсе кăна тăрать. Ĕçрен пушаннă ял халăхĕ пушă вăхăта культурăллă кантăр тесе Владимир Гурьевич чи малтанах çурта тирпей-илем, хăтлăх кĕртме пуçăнчĕ. Юсав ĕçĕсене пĕччен пурнăçлаймастăн, çавна май вăл ырă кăмăллă та харсăр çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшрĕ. Ялти культурăна аталантарас тесе тимлекен спонсорсем юсав ĕçĕсем пурнăçлама строительство материалĕсемпе, укçа-тенкĕпе те сахал мар пулăшрĕç. Паян вара культура çуртне пырса кĕме кăмăллă. Унта тăтăшах тĕрлĕ вăйă-конкурссем, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. «Илем» фольклор ушкăнĕ хăйсен репертуарĕпе тăван тăрăхра кăна мар, районти фестивальсенче те палăрать.

Владимир Гурьевич сăмаха çилпе вĕçтерекен çын мар. Комсомолла хĕрÿлĕхпе тăрăшать вăл кашни ĕçре. Обществăлла ĕçре яланах пуçаруçă, чи малтан ертсе пырать. Вăтам шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ вăл. Икĕ çул Совет çарĕнче службăра тăнă. Салтакран старшина званийĕпе таврăннă. Унтан тăватă çул Çуткÿлти, каярахпа Вырăскассинчи культура çуртĕнче тăрăшнă, «Шанăç» халăх фольклор ушкăнне ертсе пынă. 17 çул «Заря» колхозра тĕп агрономра вăй хучĕ.

«Çын ĕçпе илемлĕ», – теççĕ халăхра. Чăннипех те, кирек ăçта ĕçлесен те Владимир Гурьевич яваплăха туйса тăрăшать, çавăнпа та ăна Курнавăш ял тăрăхĕнче хисеплеççĕ.

А.ЕМЕЛЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code