Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чиртен упранар

Чиртен упранар

Раççей Федерацийĕн Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ.

Чи малтанах вăл кăçал ачасен сиплев лагерĕсенче санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăннин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.

Эпидеми сезонне хатĕрленмелли уйрăм тапхăрсем çинче те чарăнса тăнă вăл. ОРВИпе тата гриппа чирлесрен вакцинаци туни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Ертÿçĕ хыпарланă тăрăх, кăçал республикăра 560 пин çынна вакцинаци тумалла. Уйрăм категори йышне ачасем, студентсем, медицина, вĕрентÿ учрежденийĕсенче, транспорт, коммуналлă сферăра тăрăшакансем, 60 çултан аслăрах çынсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, призывниксем кĕреççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code