Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Петров — Раççей Геройĕ

Николай Петров — Раççей Геройĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2023 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта çар тивĕçне пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне панă (вилнĕ хыççăн)

Çутă çăлтăр, ăшă хĕвел евĕр хăш та пĕр çынсем пурнăçра. Питĕ пысăк чунлă, ырă чĕреллĕ вĕсем, чи малтанах хăйсем çинчен мар, çывăх çыннисем, тус-юлташĕсем çинчен шухăшлаççĕ, вĕсен ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне чĕререн юратаççĕ, Тăван çĕршыва чунтан парăннă. Кашни курса калаçмассерен çак çынсем чунра çутă йĕр хăвараççĕ. Ун пеккисене çухатма та питĕ йывăр…

Августăн 21-мĕшĕнче Елчĕк округĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Вăл муниципалитет округĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Николай Алексеевич Петровăн ашшĕ-амăшне Раççей Федерацийĕн Геройĕн Çăлтăрне пачĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Геройăн тăванĕсем, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Çар комиссарĕ Бахтиер Холиков, ентешĕмĕрсем — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор, Кăнтăр çар округĕн Хĕрлĕ Ялавлă Суворов орденĕллĕ пĕтĕм çарсен армин ракета тата артиллерин 58-мĕш çарĕсен начальникĕ Александр Тихонов полковник, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов тата ыттисем хутшăнчĕç.

— Николай Петров Раççей Геройĕн çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Унăн ырă ĕçĕсемпе пархатарлă ăнтăлăвĕ вара пирĕн çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрĕ. Вăл пурнăçа чун-чĕререн юратнă, çав вăхăтрах ăна çĕршывшăн, унăн ырă пуласлăхĕшĕн, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсен, халăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн пама яланах хатĕр пулнипе уйрăлса тăнă. Николайăн ырă сăнарĕ пирĕн чĕресенче, паттăрла ĕçĕ халăх асĕнче ĕмĕрех упранĕ. Çакăн пек салтаксемпе офицерсем пуртан эпир ыранхи куна шанăçпа пăхатпăр. Чăваш халăхĕн паттăр ывăлне çуратса ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани панăшăн Николай Петровăн ашшĕ-амăшне — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировнăна пысăк тав сăмахĕ калатăп. Эпир ятарлă çар операцине хутшăннă çар çыннисене, вĕсен çемйисене, Раççей çарне, çĕнĕ территорисене малашне те пулăшăпăр, — палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ.

Герой ячĕпе нумай ырă сăмах янăрарĕ, вĕсем урлă ентешĕмĕрĕн пĕтĕм пурнăçĕ, таса та ырă чунĕ куçĕ умне тухса тăчĕ.

— Кашни çыннăн пурнăçĕнче чи пысăк, таса, сăваплă тивĕç вăл — çар тивĕçне пурнăçласси, çĕршыва хỹтĕлесси. Мĕн çамрăкран Николай хăйне çар çынни пулма хатĕрленĕ, ăс-тăнне, тавра курăмне аталантарнă, кăмăл-сипет тата сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе пынă. Шкул тапхăрĕнчен эпĕ ăна çывăх пĕлетĕп. Предмет олимпиадисенче, конкурссенче тата спорт ăмăртăвĕсенче вăл яланах малтаччĕ. Шкул хыççăн çар училищине вĕренме кĕчĕ, унта та хăйне пур енĕпе те ырă енчен анчах кăтартрĕ. Çар пĕлĕвĕ илсе шăп çĕршывшăн йывăр тапхăрта ăна хỹтĕлемешкĕн тăчĕ çамрăк. Украинăри ятарлă çар операцинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса вăл пуçне хучĕ. Ашшĕ-амăшне чăн-чăн çĕршыв патриочĕ, мухтавлă ывăл çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Вĕсемшĕн анчах мар, округшăн, республикăшăн, çĕршывшăн калама çук пысăк çухату пулчĕ çакă, — терĕ Леонард Левый.

Николай Петровăн паттăрла ĕçĕсем çинчен вĕçĕмсĕр калама пулать. Бахтиер Холиков хăйĕн сăмахĕсенче Николай Алексеевич çав тери чаплă офицер пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ, çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн служба вырăнне легендарлă 58-мĕш çар чаçне суйласа илсе, çар пĕрлешĕвĕн паттăрла офицерĕсемпе салтакĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса Елчĕк каччи мĕн юлашки кунĕччен çĕршыва — Аслă Раççее хỹтĕленине палăртрĕ.

Роберт Баранов генерал-майор, Александр Тихонов полковник тата унпа пĕрле службăра тăнă салтаксем Николай Петров ентешĕмĕр чăн-чăн паттăр пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Николай хăйĕнчен те, салтаксенчен те çирĕп ыйтнăскер, нимрен хăраман, юлташĕсене кирек хăçан та пулăшу аллине тăсма пултарнă. Çакăншăн юратнă тата хисепленĕ юлташĕсем рота командирне.

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче вăл хăйне шанса панă подразделение пĕлсе ертсе пынипе палăрнă. Хăй те хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă: штурм вăхăтĕнче тăшманăн ПТУР расчетне тĕп тунă. Çакăншăн ăна Раççей Президенчĕн 2023 çулхи январĕн 17-мĕшĕнчи Указĕпе Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Февралĕн 26-мĕшĕнче ăна уйрăм тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн срокчен аслă лейтенант званине панă.

2023 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче Червоноармейскпа Павловка районĕсенче мотострелоксен 2-мĕш рота командирĕ Николай Петров аслă лейтенант пехотăн çар машинипе штурмлакан ушкăна ертсе пынă, вырăн рельефне тĕрĕс палăртса, çанталăк условийĕсене тĕрĕс тĕпе хурса хỹтĕлев тытакан тăшманăн флангне кĕрсе 4 пулемет расчетне, танка хирĕçле комплексăн 2 расчетне, гранатомет расчетне тата тăшманăн 35 салтакне тĕп тунă. Подразделенин çар машинисене вут-çулăмлă позицинчен кăларса каялла чакма май туса парас тесе хăйĕн çар машинипе хупăрласа тăшманăн танксене хирĕç перекен мини çине пырса тăрăннă хыççăн хỹтĕлев пунктне çĕмĕрсе кĕрсе нацистсемпе тан мар çапăçăва кĕнĕ, тепĕр 40 тăшмана пĕтернĕ, çапăçу пынă вăхăтра аманса пурнăçран уйрăлнă.

Елчĕк шкулĕнче вĕрентекенсем нумай ырă сăмах каларĕç хăйсен выпускникĕ пулнă Герой ячĕпе.

Н.А.Петров 1999 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче Тỹскел ялĕнче çуралнă. Елчĕкри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ. Ачаранах спортпа туслă пулнă, инженери, техника енĕпе çыхăннă предметсемпе кăсăкланнă. Педагогсем, пĕрле вĕренекенсем ăна ĕçченлĕхпе хастарлăхшăн, тăрăшулăхпа кăмăл çирĕплĕхĕшĕн, яваплă та шанчăклă юлташ пулнăшăн, яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр пулнăшăн хисепленĕ. Николай технологипе иртнĕ шкул ачисен пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадин призерĕ, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă, футбол, хоккей вăййисене питĕ юратнă.

Шкул хыççăн Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищинче вĕреннĕ (2017-2021), хăйне ырă енчен çеç кăтартнă, ăна хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Мускаври, ытти пысăк хулари ăмăртусемпе чемпионатсене хутшăнса призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. 2019 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерỹ парадне хутшăннă, Раççей Оборона Министерствин медалĕсене тивĕçнĕ. 2020 çулта «Кремль курсанчĕсен маршĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ. Училище хыççăн лейтенанта Дагестанри Буйнакск хулинчи мотострелоксен 136-мĕш уйрăм бригадин 1 мотострелоксен батальонĕн 2-мĕш взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетнĕ.

Николай 4 ачаллă Олесьăпа Алексей Петровсен çемйинче чи асли пулнă. Ун хыççăн Даша, Матвей, Дима çут тĕнчене килнĕ. «Николая эпĕ нихăçан та начар кăмăллă пулнине курман. «Мана ку кирлĕ, ăна илсе пар, манăн ку е вăл ыратать, мана начар…» — çакăн йышши сăмахсем те илтмен эпĕ унран. Вăл мĕн пуррипе çырлахатчĕ, кăмăлĕ уçăччĕ, сăн-питĕнче яланах ырă кулăччĕ. Килте йышлă выльăх усранă эпир, уйрăмах вăкăрсем нумай тытнă. Елчĕкри милици уйрăмĕн начальникĕн çумĕнче тăрăшакан мăшăрăм 2009 çулта Чечен Республикинче служба тивĕçне пурнăçларĕ. 3 ачапа, Матвей 1 уйăхраччĕ, тăрса юлтăм. Вăкăрсене пăхассине, хуçалăхри чылай ĕçе пурнăçлассине 10 çулхи ывăлăм хăй çине илчĕ, маншăн тĕрек пулчĕ. Ирхине ирех тăрса шкула кайиччен выльăхсене пăхма, айсарăмĕсене тасатма, çăмăл атлетикăпа интересленекенскер çав вăхăтрах чупса килме те ĕлкĕретчĕ. Вĕренĕве, тренировкăсене пула вăхăчĕ хĕсĕк пулнине пăхмасăр хуçалăхра яланах пулăшма тăрăшатчĕ. Иртнĕ çул юлашки хут кĕске вăхăтлăх отпуска килсен те килти çĕр улмине анчах мар, асламăшĕн тата кукашшĕпе кукамăшĕн пахчисенчи çĕр улмисене те кăларса хăварма ĕлкĕрчĕ…», — каласа кăтартать амăшĕ.

Кĕçĕннисене ỹснĕ чух вĕсене пăхассине хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хунă тетĕшĕ шăллĕсемпе йăмăкне хăй пекех тасалăхпа тирпейлĕхе хаклама хăнăхтарнă, ашшĕ-амăшне ĕçре пулăшмалли пирки ăнлантарнă. Ашшĕ евĕр хỹтĕлевçĕ курнă вăл хăйне, уйрăмах амăшне упрама тăрăшнă. «Пĕчĕкрен çар çынни пулатăп тесе çунатланчĕ. Шкул хыççăн ниçта та мар, тỹрех Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищине вĕренме кĕчĕ. Çак училищĕре вĕренсен диплома Мускаври Хĕрлĕ площадьре параççĕ тесе хавхаланатчĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ. Çул çỹревре пуласси ĕмĕтре пулнине пĕлтернĕччĕ пĕринче: «Малашне служба вĕçленсен, отсрочкăна кайсан тĕнче тăрăх çаврăнма кăмăл пур. Чи малтанах Байкал кỹлли çине кайса курас шухăшлă…».

Николай Мускава вĕренме кĕрсен сентябрь уйăхĕнче вăл присяга тытнă тĕле кайрăмăр. Хăй вăл аттестат алла илсен тепĕр эрнеренех унтаччĕ — çу тăршшĕпе физподготовка тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ. Командирĕнчен: «Мĕнлерех пирĕн Николай?», — тесе ыйтсан вăл пире çапла хурав пачĕ: «Сирĕн ывăлăр Хисеп хăми çинче». Эпĕ ывăл çирĕп характерлă пулнине курса тата пĕлсе тăнă май ăна Мускава вĕренме кăларса яма та хăрамарăм. «Анне, эс маншăн ан пăшăрхан, манăн йăлтах йĕркеллĕ», — тетчĕ вăл яланах…».

Пĕр кас ачисемпе — Аня Даниловăпа, Елена Даниловăпа, Ольга Александровăпа, Вадим Пушковпа туслă ỹснĕ Н.Петров. Пурте вĕсем кĕçĕн классене вĕрентекен Алена Данилова патĕнче пĕлỹ илнĕ.

— Николай яланах яваплăха туйнипе палăрса тăчĕ, лайăх вĕренетчĕ. Йĕркелỹçĕччĕ вăл класра, ăна пурте итлетчĕç. Ашшĕ-амăшне питĕ хисеплетчĕ, вĕренекенсене сума сăватчĕ. Уроксем хыççăн ăмăртусене е олимпиада-конкурса хатĕрленме пуçличчен килне чупса кайса выльăхĕсене пăхса килме те ĕлкĕретчĕ, — каласа парать Алена Данилова вĕрентекен.

Унăн Андрей ывăлĕпе пĕрле кире пуканĕ йăтас енĕпе секцине çỹренĕ вĕсем.

Аслă классенче класс ертỹçи пулнă Наталия Носова нумай ыррине каларĕ Николай пирки. Юратнă учительне курма каникул вăхăтĕнче вăл пурăнакан Вăрăмхăва ялне те кайса çỹренĕ, юлташĕсене пĕрле йыхравланă. Юлашкинчен кĕске отпуск вăхăтĕнче те ун патне кайса килме вăхăт тупнă. Наталья Николаевна Мускава мăнукĕсене пăхма кайсан Коля унта та çитнĕ пĕр класра вĕренекенсемпе.

Вулакана аса илтеретпĕр. Николай Петров — Украинăри çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн Раççей Геройĕн Çăлтăрне илнĕ Чăваш Енри виççĕмĕш çар çынни. Маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Александр Старчковăн, Дмитрий Семеновăн тăванĕсене Раççей Федерацийĕн Геройĕн Çăлтăрне (вилнĕ хыççăн) панăччĕ.

Николай Петров чăн та мĕн пур енĕпе ырă, пысăк çынлăхлă пулни пирки çырса пĕтерме пĕр хаçат номерĕ те çитес çук. Унăн тĕлĕнмелле пысăк паттăрлăхĕ, çутă сăнарĕ пирĕн асăмăрсенче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

Çак кунах «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче Николая асăнса вăл юратнă спорт ăмăртăвне — кире пуканĕ йăтакансен округри турнирне ирттернĕ. Унта 60 ытла атлет 15 виçе категорийĕнче тупăшнă. Хăйсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна тухса Герой сăнне ỹкернĕ медальсене çак атлетсем тивĕçнĕ: Валерия Доброхотова, Александр Плотников, Камилла Скворцова (Патреккел шкулĕ), Валерий Ениковпа Кристина Кульмакова (Аслă Таяпа), Давид Портновпа Илья Московский, София Соловьевăпа Наталия Мартынова (Елчĕк), Давид Павлов (Курнавăш), Алиса Пупинăпа Маргарита Макарова, Александр Федоровпа Тарас Пупин тата Павел Алексеев (Çĕнĕ Пăва). Команда кăтартăвĕпе кубоксене Патреккелти тĕп тата Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсен спортсменĕсем çĕнсе илнĕ. Наградăсене атлетсем Геройăн ашшĕн — Алексей Витальевич тата кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕн, СССР спорт мастерĕн Юрий Карпов аллисенчен илнĕ. Малашне асăннă турнира çулсерен регион шайĕнче йĕркелеме палăртаççĕ.

ШУХĂШ

Роберт БАРАНОВ, генерал-майор:

— Пирĕн ăру Совет Союзĕн виçĕ Геройĕн — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă С.А.Андреев, А.Ф.Беляев, Н.П. Иванов — паттăрлăхĕпе мăнаçланса тата хавхаласа ỹсрĕ, вĕсенчен тĕслĕх илчĕ. Халĕ 8 теçетке çултан Елчĕк çĕрĕ тепĕр Геройпа çуталчĕ. Çакă пирĕншĕн пысăк мăнаçлăх. Николай Петров аслă лейтенант ытти Геройсем пекех Елчĕксемшĕн мĕн пур енĕпе ырă тĕслĕх пулĕ, унăн паттăрлăхĕ патриотла воспитани парас ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ. Чăннипех те мухтанатпăр эпир унпа.

Николайăн ашшĕпе пĕр вăхăталла çитĕннĕ май шкула пĕрле çỹрерĕмĕр, спорт ăмăртăвĕсенче пиçĕхсе ỹсрĕмĕр. Алексей Витальевичпа Олеся Владимировнăна тивĕçлĕ воспитани парса çĕршыва юрăхлă паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Паттăрсем вилмеççĕ. Николая çухатни тăванĕсемпе тус-юлташĕсемшĕн анчах мар, пĕтĕм çĕршывшăн пысăк çухату. Тав сана, паттăр салтак! Санăн ырă сăнару кашнийĕн чĕринче ĕмĕрлĕхех упранĕ.

РЕНАТ, Николай Петров ертсе пынă мотострелоксен 2-мĕш рота старшини:

— Николай Петров командир яланах салтаксемшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшатчĕ, вĕсене хăйĕн сарлака хул-çурăмĕпе яланах хуплама хатĕрччĕ. Гуманитари пулăшăвĕ килсен те вăл пĕр япалана та хăйне илместчĕ, мана нимĕн те кирлĕ мар тетчĕ. Эпир ăна таса чунлă пулнăшăн, тĕрĕслĕхшĕн хисеплеттĕмĕр. Унăн кашни сăмахĕ, хушăвĕ мĕн пур салтакшăн витĕмлĕччĕ. Вăл утăм тунă — ыттисем ун хыççăн кайнă. Командирта чи кирли — çакă. Николай гражданла тум тăхăнса тата çумне гранатăсем чиксе нацистсен территорийĕнче юлнă юлташне шыраса тупса каялла тавăрни, унти ялсенчи выçăпа аптăранă ватăсене апат-çимĕç леçсе пани хăех унăн чунĕ мĕн тери пысăк пулнине çирĕплетет. Кун пек сăваплă тĕслĕхсен шучĕ çук. Контузи илнĕччĕ вăл темиçе хут та, ураран аманнăччĕ, сипленме сĕнсен: «Эп салтаксене хăвармастăп», — тетчĕ яланах. Эпир ăна вилĕмсĕр пуль тесеччĕ. Çавăн пек лайăх çынна упрайманшăн каçарăр, Елчĕксем…

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри вăтам шкул директорĕ:

— Пирĕн шкулта Николай пĕрремĕш класран пуçласа 11-мĕш таран пĕлỹ илчĕ. Пĕрле вĕренекенсемшĕн яланах ырă тĕслĕхчĕ, çав вăхăтрах вĕсемшĕн шанчăклă юлташчĕ. Унра ăшăлăх, ырăлăх тапса тăратчĕ, сăн-питĕнчи йăл кулă унăн шалти çутăлăхне кăтартатчĕ. Вĕренỹре, спортра малтисенчен пĕриччĕ. Вăл Мускаври çар училищине вĕренме кĕрсен пĕтĕм шкулĕпе савăнтăмăр. Кольăн чунĕ кĕске вăхăт анчах пурăнасса сиснĕ тейĕн: нумай пĕлме, пурнăçра мĕн пур çĕнĕлĕхе ăша хывма, мĕн пур çĕре ĕлкĕрме тăрăшатчĕ. Питĕ шел, çĕр çинчи çутă çăлтăр халĕ тỹперисен хушшине куçрĕ.

Юрий КАРПОВ, Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ, Геройăн куккăшĕ:

— Николай шкул çулĕсенчех кире пуканĕ йăтма пуçларĕ, ку енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Çар училищинче вĕреннĕ çулсенче Пĕтĕм Раççейри турнирсене хутшăнса лайăх кăтартусем турĕ, училище ятне çĕклерĕ. Эпĕ хамăн тăванпа — офицерăн çитĕнĕвĕсемпе савăнаттăмччĕ. Хусанта çар училищисемпе вĕренỹ центрĕсем хушшинче иртнĕ чемпионата та хутшăнчĕ Коля. Çапăçу хирĕнче пуçне хуман пулсан Н.Петров çар карьеринче анчах мар, спортра тата та пысăк çитĕнỹсем тунă пулĕччĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code