Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ темăпа статья çырать

Тĕрлĕ темăпа статья çырать

Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан Николай Иванович Александров — «Елчĕк ен» хаçатăн çывăх тусĕ. Тăван халăх, ял историйĕпе интересленекенскер хаçатра çак темăпа час-часах статьясем пичетлет, патриот, спорт темисене çĕклет.

Иван Александровичпа Фекла Васильевнăн /Тĕмер хĕрĕ пулнă/ йышлă çемйинче кун çути курнă вăл. Ашшĕ 31 çул районти тĕрлĕ ялта фельдшер пулса тăрăшнă, амăшĕ колхозницăра вăй хунă.

Энтепери 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илсен ял çамрăкĕсемпе пĕрле Караганда облаçĕнчи Шахан поселокне тухса кайнă, ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн 1966-1969 çулсенче Темиртау хулинче ĕçлесе пурăннă. 1969-1971 çулсенче Тбилиси хулинче çар службинче тăнă, БТР водителĕ, инструктор пулса отделенин пулас командирĕсене вĕрентнĕ.

Çар ретĕнче пулнă хыççăн Николай Иванович Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче вĕренсе техник-механик профессине алла илнĕ, «Победа» хуçалăхра тĕрлĕ должноçра тăрăшнă: инженер, трактор бригадин бригадирĕ, бригадăри агроном, ферма, склад заведующийĕсенче вăй хунă.

Энтепе хĕрĕпе Евгения Михайловна Сапожниковăпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. 43 çул пĕрле пурăнакан мăшăр 3 ача — Александр, Владимир, Алина çуратса ÿстернĕ, пурте çемьеллĕ вĕсем.

Николай Александров тивĕçлĕ канура пулсан та общество ĕçĕнче хастар. Хальхи вăхăтра ял старостин, Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай АЛЕКСАНДРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code