Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем çырава ÿкереççĕ

Ачасем çырава ÿкереççĕ

Раççей статистикине халăх çыравне халалланă ÿкерчĕксен конкурсне ачасен 350 ытла ĕçне ярса панă. Ку пуçламăшĕ кăна-ха! Пултарулăх ăмăртăвĕ малалла пырать. 7 çултан пуçласа 12 çула çитнĕ кашни ача унта хутшăнма тата çĕнтерсе укçан преми илме пултарать.

Маларах пĕлтернĕччĕ, Раççей статистики ачасен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне халалланă ÿкерчĕкĕсен «Эпĕ çырава ÿкеретĕп» конкурс пуçарнă. Унта 7-12 çулти ачасем хутшăнма пултараççĕ.

Ÿкерчĕксенче ытларах çыравçа, çырав талисманне Випин вĕçенкайăка сăнланă, мультфильм тата çемьене ÿкернĕ. Сюжетсенчи сăнарсем – килте е урамра, юмахри хулара, Çĕнĕ çулхи илемлĕ чăрăш умĕнче.

Аса илтеретпĕр, «Эпĕ çырава ÿкеретĕп» конкурс 2020 çул вĕçĕнче пуçланчĕ. Вăл Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн сайтĕнчи /strana2020.ru/ чи паллă та кăтартуллă ăмăрту пулса тăчĕ.

Конкурс ĕçне тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе е кăранташсемпе ÿкермелле, унтан телефон е фотоаппарат çине ÿкерсе илмелле е сканер витĕр кăлармалла, конкурсантăн Инстаграмм тытăмри страницине @strana2020.ru аккаунтпа тата «Эпĕ çырава ÿкеретĕп» хештегпа паллă тумалла. Ÿкерчĕксене харпăр хăй страницине 2021 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен вырнаçтармалла.

Конкурса хутшăнас тесен, https://www.strana2020.ru сайтра ятарлă формăна тултарса регистрациленмелле, тупăшма килĕшнине çирĕплетме телефон номерне кăтартмалла.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code