Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрмансенче те тимлĕ пулар!

Вăрмансенче те тимлĕ пулар!

Çурхи тата çуллахи тапхăрта ялсенче те, вăрмансенче те пушар тухас хăрушлăх ỹсет. Çавна май кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн сезонĕ пуçланать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 173 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн республика территорийĕнче апрелĕн 10-мĕшĕнчен пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕрет. Çак тапхăрта халăхăн пушартан уйрăмах сыхланмалла. Вăрмансен, посадкăсен çывăхĕнче тимлĕ пулмаллине те асра тытар.

Патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, общество пĕрлĕхĕсен, вăрман çумĕнче пурăнакан уйрăм çынсен тата çак территоришĕн яваплă граждансен юр кайса пĕтнĕ тапхăртан пуçласа йĕпе-сапаллă кĕркунне пуçланиччен е юр çăвичченех вăрман çумĕнчи 10 метр лаптăка çỹп-çапран, типнĕ курăкран, вут-çулăм хăвăрт хыпса илме пултаракан хатĕрсенчен тасатсах тăмалла, е вăрман çумĕпе сухаласа йĕр (вăл 0,5 метрпа танлашмалла) тумалла. Халăхăн çак тапхăрта вăрмана кĕрсе çỹреме, кăвайт чĕртме, типĕ курăка е çỹп-çапа, ытти хатĕре çунтарма юрамасть.

Саккуна пăсакансене тивекен айăплав çирĕп. РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн 20.4 статйипе килĕшỹллĕн, пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăйра тăнă вăхăтра саккуна пăснă уйрăм граждансене 2000 тенкĕрен пуçласа 4000 тенкĕ таран, должноçри çынсене — 15000-30000, юридика сăпачĕ йĕркелемен предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнчи çынсене — 30000-40000, юридика сăпачĕсене 200000-400000 тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.

Кăçал округ территорийĕнче 3 пушар (иртнĕ çул çак тапхăрта — 5) пулнă. Пушарсен пысăк пайĕ халăх тимсĕрлĕхне пула тухать. «Хĕрлĕ автанран» сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнасчĕ, тимлĕ пуласчĕ.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code