Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăмах малашлăх пирки пулĕ

Сăмах малашлăх пирки пулĕ

Раштавăн 22_23-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин XVII съезчĕ иртет. Унта партин 2018 çулхи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене палăртĕç тата кадр ыйтăвĕсене пăхса тухĕç.

Съездăн малтанхи кунĕнче пленарлă лару иртнĕ. Съезда пирĕн республикăран партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, ĕçре пысăк çитĕнỹ тунисем (пурĕ 7 çын) хутшăнаççĕ. Уставпа килĕшỹллĕн, делегатсен йышĕнче партин тĕп канашĕн членĕсем Алена Аршиновăпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин та пур.

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ.

— Пĕлтерĕшлĕ мероприятие пуçласа хутшăнмастăп. Асăннă съезда хутшăнасси _ савăнăçпа пĕрле пысăк яваплăх та. Парти съездне çĕршывăн кашни регионĕнченех делегатсем хутшăнни халăхăн пурнăç шайне ỹстерессипе çыхăннă проектсене ĕçе кĕртме, Раççей пуласлăхĕпе çыхăннă ырă пуçарусене тата шухăшсене сĕнме май панине палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code