Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çумра шанчăклă мăшăр пуртан…

Çумра шанчăклă мăшăр пуртан…

Раççейре вуннăмĕш çул анлă паллă тăвакан çемье уявне районта çулсеренех асра юлмалла ирттереççĕ. Уявăн тĕп палли — черченкĕ салтак тÿми чечекĕ. Ăна юратупа килĕшÿре пурăнакан мăшăрсене парнелеççĕ.

Районти ЗАГС пайне районти чи сумлă çемьесене йыхравланă. Юратуллă куçсемпе çиçекен, çулсем иртнĕ май пĕр-пĕриншĕн пушшех тĕрев пулса тăракан ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çумĕнче ачисемпе мăнукĕсем ăшшăн та сăпайлăн пуплеççĕ, юратнă та çывăх çыннисене пăхса ытараймаççĕ, ачисем те ашшĕ-амăшĕ юнашар пулнишĕн телейлине туйса хĕпĕртеççĕ, вун-вун çул алла-аллăн тытăнса утса хăйсене анлă пурнăç çине кăларнă ашшĕ-амăшне пуç тайса тав тăваççĕ. Чăннипех те, атте-аннерен, çемьерен хаклăраххи мĕн пур-ши?

Районта 50, 55, 60, 65 çул пурнăç çулĕпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хура-шурне, савăнăçне çурмалла пайласа пурăнакан çемьесем нумаях мар. Кăçал ылтăн туй тăвакансем 39 çемье, 55 çул пĕрле кун кунлакансем 27 мăшăр, бриллиант туй кĕрекине ларакансем 17 çемье, 65 çул алла-аллăн тытса пурăнакансем 3 мăшăр.

Уявра Тÿскел ялĕнчи Василий Яковлевичпа Лидия Федоровна Егоровсене чĕнни ыт ахальтен мар. Кăçал вĕсен çемйи сумлă юбилейсемпе пуян. Çемье чăмăртани 60 çул çитнипе пĕрлех кил хуçи 85 çул, кил вучахĕн ăшшине упраканĕ 80 çул тултарнине паллă тăваççĕ. Пĕр ялта çуралса, ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ хĕрпе каччă çамрăкранах вăр-варлăхĕпе палăрнă. Василий Яковлевич 45 çул автомашина рульне алăран яман. Лидия Федоровна дояркăра, чăх-чĕп пăхнă çĕрте тăрăшнă. Каярахпа «Чебурашка» ача садне прачкăна вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта тăрăшнă.

Егоровсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем районта паллă çынсем. Виктор, Иван, Алексей, Владимир тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Пурте çарта службăра тăнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕ пекех, сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ.

Ватăсене 9 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ малалла пурăнма хавхалантараççĕ. Егоровсен çемйинче юратупа килĕшÿ яланах чи малти вырăнта тăрать. Вĕсем çамрăк ăрушăн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хисеплĕ ватăсем «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Василий Яковлевичпа Лидия Федоровна ялта пурăнакан ывăлĕсен пархатарне, тимлĕхпе пулăшăвне куллен туйса тăнине, вĕсемпе мăнаçланнине палăртаççĕ.

Çĕнĕ Пăвари Купташкинсем хăйсен тăрăхĕнче кăна мар, районта та чи сумлă çемьесен йышĕнче. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ çамрăксен таса юратăвĕ шкул парти хушшинчех пуçланнă. Салтакран килнĕ пултаруллă та çивĕч йĕкĕт качча тухма ыйтсан хĕр хирĕçлемен. Ĕçрен ÿркенменскерсем çемье чăмăртасан тата малалла ăнтăлнă. Вăхăт çиçĕм çиçнĕ евĕр хăвăрт иртсе кайнине сиссе те юлайман хастар мăшăр: 40 çул пĕр сукмака такăрлатса пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Петр Николаевичпа Раиса Георгиевна ял пурнăçне чун-чĕрепе парăннă çынсем. Кил хуçи тăван хуçалăхра тăрăшать. Малтанах бригадир, чылай çул ферма заведующийĕ, халĕ тĕп зоотехникра вăй хурать. Пилĕк ача амăшĕ 42 çул дояркăра тăрăшнă. Николай ывăлĕ ашшĕ çулĕпех кайнă: хальхи вăхăтра хуçалăхри фермăна ертсе пырать, тĕп килтен уйрăлса тухса ăшă йăва çавăрнă.

Кĕçĕнни те, Александр, ашшĕ-амăшĕн ватлăхри тĕрекĕ. Вăл çемйипе тĕп килте хунав янă. Марина, Геннадий тата Евгений тĕп хуламăрта тĕпленнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕскерсем хăйсене килĕшекен ĕçсенче тăрăшаççĕ.

Кинĕсемпе, кĕрÿшĕпе пĕр чĕлхере пурăнаççĕ аслисем. Çемьери кашни уяв-савăнăçа пурте пĕрле пуçтарăнса, шăкăл-шăкăл калаçса, юрă-ташă илемĕпе киленсе ирттереççĕ. Ял çыннисем хăйсен тĕпренчĕкĕсене Купташкинсен ачисенчен ырă тĕслĕх илме сĕнеççĕ.

Йăх-несĕл тымарĕ аталансах пынăран кăмăллă телейпе çиçекен мăшăр кăçал мăнукĕсем тата йышланасса кĕтет.

Егоровсемпе Купташкинсем ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнекине алă пуснă хыççăн вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе саламларĕ, çак уяв çемье пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшнине палăртрĕ. Николай Петрович паянхи сумлă мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕ.

Хисеплĕ мăшăрсемпе пĕрлех нумай ачаллă çемьесене савăнăçлă лару-тăрура çĕр лаптăкĕ уйăрса пани çинчен сертификат пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Яманчÿрелĕнчи Юрийпе Алевтина Комиссаровсене, Лаш Таяпари Сергейпе Надежда Евдокимовсене саламланă май çамрăксене маларах пысăк чыса тивĕçнĕ мăшăрсем пек çемьене упрамаллине, пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕр-пĕрин интересĕсемпе пурăнма, ăнланма, пĕр-пĕрне шанма тата каçарма пĕлсен çемье çирĕп те тăнăçлă пулнине аса илтерчĕ.

Çемьесене ачи-пăчи, мăнукĕсем, Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем саламласа парнесем парса савăнтарчĕç. Ачисем ашшĕ-амăшне хăйсене пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç, вĕсем ырă-сывă пурăннипе такамран та пуян пулнине палăртрĕç.

Сак тулли ача-пăча ÿстернĕ амăшĕсем ачисем, мăнукĕсем чĕрĕ чечек çыххисем парнелесен савăнăç куççулĕ пăчăртанса тухнине сиссе те юлаймарĕç пулĕ: акă вăл телей, ĕмĕр саккипе утса тухнă, савăнăç-телейĕпе хуйхи-суйхине пĕрле пайласа ачисене çĕршыва юрăхлă, ырра вĕрентсе çитĕнтерсе çын тунин хисепĕ. Унран хакли мĕн пултăр ашшĕ-амăшĕшĕн;

Сумлă мăшăрсен ячĕпе культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

В.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code