Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă педагог ячĕпе

Аслă педагог ячĕпе

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вырăссен аслă педагогĕ тата писателĕ Константин Ушинский çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа ăс-хакăл вăййи ирттернĕ.

Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Галина Чернова мероприятие 9-10 классенче вĕренекенсене йыхравланă. Командăсем 5 темăри ултшар ыйту çине тĕрĕс хурав палăртса хăйсен тавра курăмне кăтартнă. Çĕнтерỹçĕ — 10-мĕш класри «Пĕлỹ ăстисем» команда.

Ачасем вĕрентỹпе воспитанири паллă наставникăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне, унăн тĕп идейисене ăша хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

— Ун çинчен пирĕн пĕлмелле, ыттисене те пĕлтермелле, — пĕтĕмлетỹ тунă вĕренекенсем.

К.Ушинскин юбилейĕ тĕлне Кушкăри вăтам шкулта вара пысăк курав йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code