Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Алевтина Федоровăна — ашшĕ-амăшĕн Премийĕ

Алевтина Федоровăна — ашшĕ-амăшĕн Премийĕ

Пĕтĕм Раççейри «Ашшĕ-амăшĕн тавĕ» ВОРДИ Премийĕ кăçал виççĕмĕш хут парăнать. Унăн девизĕ — «Тĕнчене ырăрах та лайăхрах тăвакансене пурне те тав!»

Иртнĕ эрнере Раççей Федерацийĕн Общество палатинче 10 номинацире çĕнтерỹçĕсене палăртнă. 63 регионти 70 çĕнтерỹçĕ хушшинче пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова та пур. Асăннă Премие вăл «За помощь в принятии государственых решений в сфере детской инвалидности» номинацире тивĕçнĕ.

Чăваш Енри ачасен прависен хỹтĕлевçи ятарлă вĕренỹ программисене мĕнле пурнăçланине, уйрăм ачасене вĕри апатпа тивĕçтернине тата ытти нумай ыйтăва контрольте тытать.

Алевтина Николаевнăна кăмăлтан саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code