Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юратса пурнăçăма хаклатăп

Юратса пурнăçăма хаклатăп

Туслăхпа телейшĕн сасăлатăп,
Юратупа шанăç юнашар.
Çĕнĕ куншăн мухтаса юрлатăп,
Турă пехиллетĕр пархатар.

Никама нихçан айăпламастăп,
Пурнăçа туптатпăр хамăрах.
Кỹренме сăлтав та шырамастăп,
Ăнланатăп пĕр сăмахсăрах.

Çынлăха упракана саватăп,
Çураçулăхпа вăл палăрать.
Чăрмав урлă малалла утатăп,
Тĕксĕм каç та уйăх хăпарать.

Шăпапа пĕрре те тавлашмастăп,
Халь нихçанхинчен эп вăйлăрах.
Юратса пурнăçăма хаклатăп,
Пурăнатпăр! Пулăп хавасрах!

Зоя ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code