Чăваш Республики Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне хỹтлĕхе илнĕ май унта пурăнакансене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрать: тĕрлĕ япалапа, оборудованипе тивĕçтереççĕ, строительсем социаллă объектсене юсаççĕ, вĕренỹпе культура учрежденийĕсене çĕнетеççĕ тата ытти те. Бердянск ачисем Чăваш Енри лагерьсенче канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, республикăри паллă вырăнсене çитсе кураççĕ — ку таранччен 300 ытла ачана йышăннă.
Çак кунсенче Бердянск округĕнчен килнĕ боксерсем республикăра чăваш тренерĕсем пулăшнипе ăсталăхне туптанă, бокс вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Тренировкăсем «Динамо» спорт клубĕнче, В.Соколов тата В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕсенче иртнĕ.
Чăваш Енри бокс федерацийĕн ертỹçи Эдуард Иванов каланă тăрăх, Запорожье тăрăхĕнче бокс шкулĕ вăйлă пулнă, анчах юлашки çулсенче лару-тăру йывăрланнă. Спорта аталантарас тĕллевпе шкулсенче секцисем уçаççĕ. Бердянск боксерĕсене хатĕрлеме Санкт-Петербургран Владимир Галкин тренера чĕнсе илнĕ.
Бердянск спортсменĕсен йышĕнче пултарулли сахал мар. Акă 13-ри Артем Шиман çулталăк каялла кăна хатĕрленме тытăннă пулин те спортра лайăх çитĕнỹсем тунă. Вăл кăçал Севастопольте, Щелкино хулинче иртнĕ турнирсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Донецкран «бронзăпа» таврăннă.
Тренировкăсемсĕр пуçне çамрăк спортсменсем катокра конькипе ярăннă, бассейнра ишес ăсталăха аталантарнă, Трактор заводĕнче пулнă, залив хĕрринче, Мускав çыранĕнче уçăлса çỹренĕ тата ытти те.

