Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкулсем çĕнелĕç

Шкулсем çĕнелĕç

Шкулсене тĕпрен юсас ĕçе республика анлăн 2021 çулта пуçарнă. Унтанпа 121 шкула юсанă, çак ĕç валли 7,3 миллиард тенкĕ тăкакланă. Çав шутра 4,6 млрд тенкĕ — федераци бюджетĕнчен, ытти — республика тỹпи.

Кăçал юсав ĕçĕсене 38 вĕренỹ организацийĕнче пурнăçламалла, ку 2025 çулхинчен 4 хут нумайрах. Паллах, укçа виçи те ĕçсен калăпăшĕпе шайлашуллă, пысăк — 4,6 млрд тенкĕ уйăрĕç. Икĕ объект кăна çитес çула куçать, ыттисенчи ĕçсене сентябрь тата ноябрь уйăхĕсен пуçламăшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code