Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Асăрханни вырăнлă

Асăрханни вырăнлă

Юлашки çулсенче халăх хушшинче халера е халер чирĕ пирки калаçнине илтмен. Анчах та çак амак лекмĕ тесе шантарса калаймăн. Вăл — ерекен чир. Çынсен организмне вибрионпа сиенленнĕ шыв урлă лекме пултарать. Çавăн пекех çумасăр çинĕ улма-çырла та, пахча çимĕç те чире пуçарса яракан çăлкуç пулса тăрас хăрушлăх пур. Тăвар лекнĕ сĕтре, аш-какайра, пулăра та вибрионсем лайăх упранаççĕ. Шăнасем те çак чире сарăлма пулăшаççĕ.

Чир паллисем мĕнле-ха? Каяш шĕвек тухни, хăсас килни, цианоз, яланах шыв ĕçес килни, пуç ыратни палăрать.

Çак чиртен асăрханасси унран сипленессинчен чылай ансатрах. Вĕренĕ е ятарласа ĕçме хатĕрленĕ шывпа çеç усă курма тăрăшмалла. Апатра пахалăхлă, пăсăлман продуктсем анчах пулмалла, улма-çырлапа пахча çимĕçе çуса çимелле. Алăсене таса тытмалла. Шыва кĕме ятарласа уйăрнă вырăнта çеç юрать. Халер чирĕ енчен ăнăçсăр шутланакан çĕршывсене кайсан шыва кĕме тăхтаса тăмалла, чиртен вакцинаци тумалла. Çак йĕркесене пăхăнсан ерекен чир сире хăратмĕ.

Л.МИЛЛИНА,
терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code