Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Çурхи кросс старта чĕнет

Çурхи кросс старта чĕнет

Çуран чупма юратакансем кашни çулах çуллахи спорт сезонне «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçлаççĕ. Кăçал та апрелĕн 7-мĕшĕнче Елчĕкри «Пасар-халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» трассăпа атлетсен 44-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 10 сехетре пуçланать.

Участниксем

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, территори пайĕсен, ялхуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем хутшăнаççĕ.

Ăмăрту программи

I ушкăнра 4-мĕш класра тата унран кĕçĕнрех классенче вĕренекен хĕр ачасем тата арçын ачасем 500 метра, II ушкăнра 5-6-мĕш классенчи хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, III ушкăнра 7-8-мĕш классенчи хĕр ачасем 1000 метра, яшсем 2000 метра, IV ушкăнра 9-11-мĕш классенчи хĕрсем 2000 метра, яшсем 3000 метра, V ушкăнра 35 çула çитичченхи ỹсĕмри хĕрарăмсем 1000 метра, 40 çула çитичченхи арçынсем 2000 метра, VI ушкăнра 35 çулти тата унран аслăрах хĕрарăмсем 500 метра, 40 çулти тата унран аслăрах арçынсем 1000 метра, VII ушкăнра 45 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсем 500 метра, 55 çулхи тата унран аслăрах арçынсем 500 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисен зачетне чи лайăх 8 кăтарту, вăтам шкул командисен зачетне чи лайăх 12 кăтарту, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, территори пайĕсен зачетне арçынсемпе хĕрарăмсен, ветерансен (пурĕ 6 çын) кăтартăвĕсем каяççĕ.

Командăсемпе участниксене чыслани

Мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцинче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене «Елчĕк ен» хаçата 2023 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсем тăратасси

Командăн, участниксен (хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, класс), дистанцине палăртнă заявкăсене ăмăрту кунĕнче 09 сехетрен пуçласа йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисен ертỹçисемпе медицина ĕçченĕсем алă пусса пичетпе çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-54-76 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлмелле.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code