Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăх – пурлăх, сана патăр ырлăх

Сывлăх – пурлăх, сана патăр ырлăх

Олимп алăкне уçаканĕ

Андриян Николаев космоса чăвашсенчен пĕрремĕш çĕкленнĕ пулсан, Ардалион Игнатьев вара Олимп алăкне уçса параканĕ.

Спортри тĕп çул çине тухиччен А.Игнатьев çÿллĕшне те сикет, сăнă та ывăтать, гимнастикăпа та аппаланать. Хул-çурăм кĕрнеклĕхне кура штангист та пулмалла пек. Вăрăм дистанцисенче ăмăртать – кая юлать. Тепрехинче кĕске чупу çаврăмĕсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ те каччăра шанчăк самаййине асăрхаççĕ тренер-селекционерсем. Çапла Ардалион çĕнĕ биографие йĕркелеме пуçлать.

Вăл Канашри учительсен институтне пĕтерсен Ĕнелпе юнашарти Тăрăмри çичĕ çул вĕренмелли шкулта физикăпа математикăна вĕрентет. Вăй-хал хатĕрленĕвне тĕпе хурса маршрута ятарласа кăткăслатать – çулпа мар, тарăн юра ашса чупать. Çапла майпах фуфайкăллă, кăçатăллă вĕрентекен 100, 200, 300, 400 метрлă сыпăксене чупса спорт картлашкине ÿсĕмлетсех пырать.

1956 çулта унăн черетлĕ Олимпиада. Пĕрремĕш старт – хăй çуралнă кун. Çав кунах ывăл ача çут тĕнчене килет: Виктор. Çак символла пулăмсем те ăна «Виктория» – çĕнтерÿ тума пулăшнă-тăр. Бронза медаль! Чăваш Енĕн ылтăн шайри сумĕ!

Австрали çĕрĕ тепĕр Елчĕк каччишĕн те телейлĕ пулчĕ. 2000 çулта Владимир Андреев 20 çухрăма хăвăрт утассипе бронзăна тивĕçрĕ.

Юрий Ильин паралимпиец виçĕ хутчен чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнни те – мăнаçлăх. Тĕслĕх те.

Паян эпир хамăр хушăмăртан тухнă 8 тĕнче спорт мастерĕпе те мухтанма тивĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ, Кавалсем, Сергей Соловьевпа Александр Павлов кире пукан-çăсем ыттисенчен чылай каярах «пиçсе» çитнĕскерсем.

Массăлăх

Спортра кашниех такăр сукмак хываймĕ. Чи кирли – физкультурăпа туслă пулни, сывă пурнăç йĕркине куллен тытса пыни. Районта паян çак йыша 6920 çын кĕрет. Хĕрарăмсен тата арçынсен культурăпа спорт фестивалĕсем хăйне евĕрлĕ олимп вăййисене çаврăнчĕç. Çулсерен черетленсе иртекен канупа вăй-хал уявĕсене ял тăрăхĕсен, организацисен 12-14 команди хутшăнать, вун-вун атлет 8-10 тĕрлĕ конкурс-ăмăртура вăй виçет. Пенсионерсен, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă тата Германи территорийĕнче службăра тăнă ветерансен йăлана кĕнĕ спартакиадисем те сывлăх çирĕплĕхĕшĕн тимлекен нумай-нумай çынна пуçтараççĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ» физкультурăпа спорт юхăмĕсем хăйсен массăлăхĕпе уйрăмах паллă. Старта ача садне çÿрекенсенчен пуçласа сакăр теçеткене çывхаракан ватăсем тухаççĕ те – сывлăх уявĕ пушшех илемпе тулать. Район центрĕнче иртекен чупусене çулсерен пысăк йыш хутшăнни, йĕркелÿ ыйтăвĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлани – ытти коллективсемшĕн ырă тĕслĕх. Кĕçĕн Таяпасем, акă, яланхилле активлă. Кунта ачасем çеç мар, шкул ĕçченĕсем те тулли ушкăнпа, ялсенче пурăнакансем пĕр тĕллевлĕн йĕлтĕрсем çине тăни савăнтарать.

Çĕршыв шайĕпе иртекен йĕлтĕрçĕсен чупăвне пирĕн районти кашни ял тăрăхĕн территорийĕнче те йĕркелеççĕ. Анчах ăçта мĕнле вĕт. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр çĕрте массăлăха шкул ачисен шучĕпе саплаштарма «хăнăхнă». Çитĕннисенчен вунă çын ытла хутшăнать-и-ха? Вĕренекенсем капла та çулталăкра 40 ытла турнирпа ăмăртура тупăшаççĕ.

Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Патреккелте хĕллехи спорт сезонне уçрĕç. Унта та йĕлтĕр ăмăртуçисен яланхи ÿкерчĕкĕ улшăнмарĕ – шкул ачисемпе 5 çамрăк çеç старта тухрĕ. Пĕлекенсемех: Роман Романов, Алексей Васильев, Юрий Рахмуллин, Георгий Агеев, Сергей Горшков.

Ырри – манăçни каялла таврăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне çĕнĕрен çĕршыв шайĕпех анлă çул панă май, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассинче тĕп çăл куç пулса тăчĕ. Район ертÿлĕхĕ ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартрĕ – нормативсене чи малтан пурнăçларĕ. Пĕтĕмпе 595 çын хутшăннă Елчĕк тăрăхĕнче, вĕсенчен 174-шĕ «ылтăн» паллăна тивĕçнĕ. ГТО юхăмне халăх хушшинче сарассипе «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ Петр Смирнов уйрăмах тăрăшса тимлет. Район ку енĕпе 2017 çулта республикăра иккĕмĕш вырăна тухнинче унăн тÿпи çук мар.

Спортзал кам валли?

Пурин валли те, паллах. 24-шĕ те. Унсăр пуçне 10 хоккей коробки, çутăпа тивĕçтернĕ икĕ йĕлтĕр трасси, пăшалтан пемелли икĕ тир. Спорт сооруженийĕсен «ашшĕ» – А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ те кашнине хапăл. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кăна кунта 14657 çын хăйĕн вăй-халне çирĕплетнĕ.

Спортзал тенĕрен /шкулсенчи пирки сăмах пырать/, вăл тулли хăватпа ĕçлемелле. Яваплă çынсен тимлĕхĕпе каçсерен те йышăнма тивĕç. Кĕçĕн Таяпа, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен спорт залĕсене уйрăмах йышлă çÿрет ял çынни.

– Эрнере виçĕ хутчен, ятарлă графикпа йышăнатпăр эпир, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Кĕçĕн Таяпа шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Маркова. – Студентсем каникулта чухне вара кашни каç ĕçлет спортзал. Теннис, шашка-шахмат вылякансем те пур.

Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пынă спартакиадăра районти ачасен аслă тата вăтам ушкăнĕсем хоккейла выляссипе пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кусем, маларахри çитĕнÿсем те хăй тĕллĕн килмен. Ăсталăха куллен туптанипе пĕрлех хоккей коробкине те тасатсах тăмалла-çке. Камăн; Çав маттур чемпионсенех. Яманчÿрел ялĕнче те, ав, ачасемпе çамрăксен юратнă вăйă вырăнĕ яланах çап-çутă. Каç пулттипе вăл хаваслă сасă-кулăпа тулать. «Яманчурино» ОООн тĕп инженерĕ Юрий Рахмуллин ертсе пынипе пĕчĕк йышпах «кондицире» тытса тăраççĕ те площадкăна. Вăлах тренер та, кĕçĕн ушкăнри ачасене «Ылтăн шайба» турнирĕсене хатĕрленĕ.

Яманчÿрелте шкул çук. Вĕренекенсем Лаш Таяпа, Шăмалак шкулĕсене çÿреççĕ. Юрий Сергеевич вĕсене пĕр чăмăра пухса туслă коллектив йĕркелеме мехел çитернĕ. Спорта чунтан парăнни, ачасене юратни вĕсен хĕрÿллĕ ăнтăлăвне пурнăçа кĕртме май парать те пулĕ.

Хĕл кунĕсем те çуркуннене ал пачĕç. Анчах Кушкăри /145 ача/, Çĕнĕ Пăвари /94 ача/ вăтам шкулсенче вĕренекенсем миçе çул коньки çине тăрса кураймаççĕ. Юртан ниепле те тасалайман коробкăсем палăк вырăнне çаврăннă пулинех. Кам валли тунă-ши вĕсене?

«Манăçăннă» спорт тĕсĕсем

Пурнăç саккунĕ çапла: пĕри çут тĕнчене килет, тепри каять. Хăш-пĕр спорт енĕсем пирки те çавнах каламалла-ши? Çĕн ĕмĕрте мини-футбол вăййи уйрăмах анлăн сарăлчĕ. Турнирсен шучĕпе çеç мар, командăсен йышĕпе те палăрăмлă вăл. Кăрлач уйăхĕн варринче Владислав Лепешкина асăнса иртнĕ ăмăртăва 20 /!/ команда хутшăннă. Кунашкалли районăн спорт историйĕнче пулманччĕ-ха. Çав вăхăтрах, асăрхăр-ха, «пысăк» футбол йăшса пырать. Аслă Çĕнтерĕве халалланă турнира 7-8 команда хутшăнать те – сезон вĕçленет. Республикăн тĕп хулинче тĕпленнĕ çамрăк ентешсем районти ялсенче «Туслăх» кубокĕ ятпа ирттерекен вăйăсем çакна саплаштарнăн туйăнать кăштах.

Хĕллехи полиатлон. Çуллахи тата. Хăш-пĕр яш-кĕрĕм вĕсен «сăн-питне» тĕшмĕртмест те ахăр, мĕншĕн тесен районăн физкультурăпа спорт календарĕнчен «çухални» чылай çул вĕсем. Ку дисциплинăсен программинче пăшалтан тĕл пересси те пур. Шкул ачи, çĕршывăн пулас хÿтĕлевçи, хăйне район шайĕнче тĕрĕслени кирлехчĕ.

Хуçалăхсенчи Акатуйсен историйĕ те, шел, «летопиçе» кĕрсе пырать.

Районта ятлă тата асăну турнирĕсем çулсерен 44 çын ячĕпе йĕркелеççĕ. Хальтерех кăна пуçланнисем те, «вăрăм ĕмĕрлисем» те сахал мар çамрăка хăйсен тавра пĕтĕçтернĕ. Владимир Андреев олимпиец ячĕпе пирĕн патăмăрта иртнĕ республикăри хăвăрт утакансен ăмăртăвĕсем те çаплаччĕ. Анчах кăштахран сÿнчĕç вĕсем: физкультура учителĕсен ку спорт енĕпе интерес пулман, нихăшĕ те ятарласа вĕренмен. Хăвăрт утакансен чемпионачĕсем Элĕк, Муркаш, Канаш, Патăрьел, Красноармейски районĕсенче тахçанах çирĕп йăлара. Çапла майпа хăйсен паллă атлечĕсене сума сăваççĕ. Талантсăр ачасем çук. Вĕсемпе тимлекен ятарласа вĕреннĕ ăста тренер пулсан Андреевсем, тен, татах çитĕнĕç.

Шкулсенче кашни çулах спартакиада ирттерсе çĕнтерÿçĕсене чыслаççĕ. Вăл колхозсенче те анлă сарăлнăччĕ. Пĕр тапхăрта вĕсем уйрăлса пайланнăран спортри ырă юхăм та çаплах çĕтрĕ. Халĕ ăна ял тăрăхĕсене куçарсан тĕрĕсрех пулĕ.

Пуçаруçăсем

ХХ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче колхозсем спорт инструкторĕсен штачĕсене тытса тăнă. Вĕсем вырăнсенче мероприятисем йĕркеленисĕр пуçне çамрăксене тĕрлĕ ăмăртусене явăçтарнă. Комсомол, профсоюз организацийĕсен те ĕçĕ-хĕлĕ кунта курăмлă пулнă. Хальхи вăхăтра çак лав пĕтĕмпех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çине тиеннĕ. Паллах, пуçаруçăсем, ирĕклĕ спонсорсем пулсан тем пекехчĕ. Çавнашкаллисем – тĕп тĕрев, ялти спорта хĕмлентереççĕ те паян. Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче пуринчен нумай, çулсерен 20-шер яхăн ăмăрту йĕркелеççĕ. Спортра киленĕç тупнисем, ырă кăмăллисем пулăшу панипе иртеççĕ те ытларах. Лаш Таяпасене, акă, Анатолий Князев хăй пулăшать! Коми Республикин Правительствин Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх тата потребительсен рынокĕн министрĕ чунпа кăна мар, куратпăр, интересĕсемпе те ентешĕсемпе пĕрлех. Владимир Меметов уйрăм пайтаçă пулăшмасăр та пĕр мероприяти те иртмест.

Лаш Таяпара пĕлтĕр Раççейри «Ырă пăр» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе /1 млн та 119 пин те 900 тенкĕ/ тата спонсорсен нухрачĕпе çĕнĕ хоккей коробки хута янă.

Аслă Елчĕк ялĕнчи стадионта çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвĕсене час-часах ирттерме пуçларĕç. Майĕ пур-ха та. Яланах хатĕр йĕлтĕр çул-йĕрĕ халĕ те нумайăшне пухать кунта. Район центрĕнчен те çÿреççĕ. Хăть çĕрле ярăн – çап-çутă. Шăнтăн пулсан ăшă кабинăна кĕрсе чей ĕçме пултаратăн, тархасшăн. Иртнĕ çулах волейбол площадки ăсталанă. Çуллана душ пÿлĕмĕ те туса пĕтересшĕн.

Стадиона спорт ветеранĕ Сергей Горшков уйрăм предприниматель шефа илнĕ тесен тĕрĕсех те пулать. Мĕн те пулин çĕннине ялан шутласа кăларать – хăех пурнăçа кĕртет. Вĕренекенсене йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене хатĕрлеме те пулăшать шкул администрацине. Кунти, çавăн пекех Елчĕкри Мир урамĕнчи йĕлтĕр çулĕсене пăхса тăрассине районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алексей Васильев хăй çине илнĕ. Районти подстанци начальникĕ Юрий Хушкин, Ленин ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Валерий Падуев та стадиона хăтлăлатассинче питĕ нумай вăй хунă.

Николай Молоствов та Аслă Елчĕкрен. Хăй вăхăтĕнче Курнавăш, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенче ĕçленĕ май спорт мастерĕсем те хатĕрленĕ. 71 çулхи тренер-волонтер паян та хăй валли йăпанăç тупнă: шкулта ачасене йывăр атлетикăпа кăсăклантарать. Унăн вĕренекенĕ, Таяпа Энтринчен çÿрекен Николай Траншкин Чăваш Енри юниорсен чемпионатĕнче çĕнтернĕ.

Специалистсем палăртнă тăрăх, пирĕн сывлăх 10 процент медицинăран, 20-шер процент çут çанталăкран тата йăхран, 50-шĕ пурнăç йĕркинчен тата кăмăл-туйăм тăрăмĕнчен килет. Районти тĕп больница ĕçченĕсем Гиппократ пилне çирĕп тытса пынипе пĕрлех çав 50 процента ÿстерессине те хăйсем çине илнĕ: коллективра «Тухтăрпа – зарядкăна» акцие тĕпе хурса эрнере икĕ хутчен уçă сывлăшра вăй-хал хусканăвĕн тапхăрне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Илĕртÿллĕ тĕслĕх мĕншĕн ялсене куçмалла мар? Ăна ФАПсен пуçлăхĕсем е ытти хастарсем йĕркелеме пултарĕç. Ĕç коллективĕсенче те производство гимнастики ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ.

Сывлăхран пысăк хаклăх çук, вăл – пурлăх. Малашлăх кашнин хăйĕн аллинче.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code