Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сентресем пуянлансах тăраççĕ

Сентресем пуянлансах тăраççĕ

Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене йыхравласа Комсомольски райповĕн никĕсĕ çинче пресс-тур йĕркелерĕ.

МИХ ĕçченĕсем çак кун суту-илỹ çурчĕсен, çăкăр завочĕн, хатĕрлев пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Райпо офисĕнче семинар-канашлу та йĕркеленчĕ.

Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов палăртнă тăрăх, иртнĕ çул суту-илỹ тата общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ 8720 млн тенкĕпе танлашнă. Медицина, ветеринари аптекисем те ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕлтĕр çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсене 7 пин тонна ытла хатĕрлесе кăларнă. Çулсерен çĕнĕ продукци кĕртнипе пĕрлех хушма хуçалăхсенчен аш-какай, сĕт, пахча çимĕç йышăнаççĕ. Вĕсене кайăк-кĕшĕкпе, комбикормпа тивĕçтереççĕ, саккаспа тавар илсе килсе параççĕ. Автолавккасем аякри пĕчĕк ялсене те çитеççĕ. Райпосем пурнăçран юлмаççĕ, ĕçе çĕнĕлле йеркелесе сентресене таварпа пуянлатсах тăраççĕ. Конкуренци çивĕчленнине пăхмасăр Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем рынокра тарăн тымар янă, 130 çул вăл халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать.

Сăн ỹкерчĕкре: пресс-тура хутшăннисен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code