Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > 450 пин тенкĕ çухатнă

450 пин тенкĕ çухатнă

Юлашки вăхăтра çынсем Интернет уçлăхĕ урлă тавар туяннă е сутнă чухне улталаннипе, телефон урлă ют çынсемпе калаçса вĕсене банк карттисен вăрттăн кодне е ытти информацие пĕлтернипе укçи-тенкине çухатаççĕ. Кун пирки полици сотрудникĕсем халăхпа тĕл пулусем йĕркелесе ăнлантару ĕçĕсем пурнăçласах тăраççĕ. Тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтерсех тăраççĕ. Çапах та улталанакансен шучĕ чакса мар, ÿссех пынине хыпарлаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем. Мĕншĕн çапла килсе тухать-ха, мĕнле майпа шăнман пăр çине ларса юлать тÿрĕ чунлă çын? Шăпах çак темăна хускатса тĕрлĕ ыйту çине хурав пама ыйтса эпир Елчĕк районĕнчи полици пайĕн уголовлă шырав ушкăнĕн опер-уполномоченнăйĕпе Андрей Адюковпа курса калаçрăмăр.

– Андрей Владимирович, хаçат-журнал тата радио-телевидени урлă, пĕлĕшсем каласа панă тăрăх эпир халăх час-час улталанни, вăл хăйĕн счечĕ çинчи укçи-тенкине теприне хăй аллипех куçарса пани пирки тĕрлĕ тĕслĕх илтетпĕр. Ку енĕпе пирĕн районта мĕнле лару-тăру; Пĕлсе тăрсах тĕрлĕ тĕслĕхре мĕншĕн улталанать-ха этем?

– Питĕ тĕрĕс каларăр, халăх пĕлсе тăрсах хăй ирĕкĕпех ултавçăсенчен хур тÿсет, укçи-тенкине ют çын счечĕ çине хăй аллипех куçарса парать. Чылай тĕслĕхре ăслă-тăнлă, лару-тăрăва çивĕч ăнкаракан çынсемех ултавçăсенчен хур тÿсеççĕ. Çакă преступниксем питĕ ăста психологсем пулнине, кирек кам патне шăнкăравласан та ĕнентерÿллĕн калаçса теприне ÿкĕте кĕртме тата шантарма пултарнине çирĕплетет.

Хăш-пĕр тĕслĕхре ултавсем çынсем ямăт укçа-тенкĕ кĕсьене çăмăллăнах кĕрсе ÿкессе шаннипе пулаççĕ. Сăмахран, районти полици пайне аслăрах çулсенчи пĕр хĕрарăм пулăшу ыйтма килчĕ. Чылай çул каялла вăл Интернет уçлăхĕнче укçа лартса вăйăсем вылянă. Пысăках мар укçа-тенкĕ çухатсан вăйăран вăхăтра уйрăлма пултарнă, ку тĕслĕх пирки маннă. Анчах та кăштах вăхăт иртсен ун патне Мускавран шăнкăравласа çапла пĕлтернĕ: «Сирĕн счет çинче 26 пин доллар тăрать. Çак нухрата илес тесен пĕтĕмĕшле суммăн 13 процентне тÿлемелле». Хĕрарăм çакăн хыççăн хăйне пĕлтернĕ адреспа Интернетри страницăна уçсан хăйĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне тата адресне асăрхать те, хăй тăруках «пуйса кайнине» ĕненет. Хайхискер банкран кредит илсе налукпа тата ытти тÿлевсемпе татăлма васкать, пурĕ 450 пин тенкĕ çухатать. Анчах та пысăк укçа-тенке кĕтсе илеймест, хăй малтан кĕнĕ страницăна та /вĕсемпе пĕр хут çеç усă кураççĕ/ урăх тупаймасть. Ку тĕслĕхре манăн çакна палăртса хăварас килет. Преступниксем питĕ чее, ытларах чухне ют çĕршывсенче, регионсенче ют даннăйсемпе, тĕрлĕ программăпа ĕçлеççĕ. Çак маларах асăннă тĕслĕхсене пула айăпçăсене вăштах тупма, е палăртсан та тÿрех ярса илме май çуккине кирек кам та ăнланать.

Тепĕр тĕслĕхре ултавçăсем çыннăн ырă кăмăлĕпе усă курнă. Краснодар хулинче пурăнаканскерсем Интернет урлă Елчĕк районĕн картти тĕлне килсе тухнă, районти чечек сутакан пĕр точкăн пĕлтерĕвĕнчи телефон номерĕпе шăнкăравланă. Елчĕкĕн тепĕр вĕçне чечек пырса пама сĕннĕ. Çав вăхăтрах парне илме, телефон номерĕн счечĕ çине 3000 тенкĕ укçа хума ыйтнă, укçипе тĕл пулсан татăлма шантарнă. Чечек сутакан палăртнă вырăна çитсен никам та çуккине асăрхасан анчах хăй улталаннине ăнланнă.

Виççĕмĕш тĕслĕхре унччен банкра ĕçленĕ çын ултав тÿснĕ. Маларах Интернет урлă тавар туяннăскере Мускаври «прокуратурăран» шăнкăравланă: «Эсир пахалăхсăр тавар сутакан фирмăран хур тÿснине пула сире компенсаци парса саплаштараççĕ, маларах 13 процентпа танлашакан налук суммине тÿлĕр». Хĕрарăм компенсацишĕн анчах мар, страховкăпа комиссишĕн тивекен тÿлевпе те татăлнă.

Социаллă сетьсенчи страницăсенче «Социаллă компенсаци» ятпа тĕрлĕ приложени çÿренине вулакан та асăрханă пулĕ. Çак приложенисене кĕрсе инфомацисене шанса ÿкме васкамалла марри пирки асрах тытăр. Халăхăн çакна çирĕп пĕлмелле – никам та никама та, çав вăхăтрах патшалăх та, вăш-ваш пĕр тенкĕ те ямăт укçа тыттармасть. Кирек хăш тĕслĕхре те телефон çине иккĕленÿллĕ шăнкăрав килсен калаçăва тÿрех чарса хунинчен лайăххи çук.

– Сирĕн тĕслĕхсем урлă преступниксем тĕрлĕ схемăпа ĕçленине куратпăр.

– Асăннă преступленисене 4 ушкăна пайлама пулать: «интернет урлă тавар туяннă чух улталанни», «телефонпа усă курса пурнăçланă ултав», «мобильлĕ банк», «вирус». Ултавçăсен ĕçĕ-хĕлĕн схеми çакăн евĕр. Тĕслĕхрен, вĕсем «AVITO» йышши интернет-сайтсене мĕнле те пулсан тавар сутасси пирки информаци вырнаçтараççĕ. Пĕлтерÿре телефон номерне /номерĕ хăйĕн мар паллах/ тата суя ят кăтартаççĕ. Суйланă таваршăн «хуçа» клиента япалан тулли хакне банк картти çине куçарма ыйтать, япалине парассине шантарса тĕл пулăвăн вăхăтне тата вырăнне пĕлтерет. Укçа-тенке куçарса панă хыççăн çакскер çухалать, телефон симкипе те текех усă курмасть. Интернетран тавар туяннă чух улталаннă тепĕр тĕслĕх вăл – хаклă тавар вырăнне йÿннине ярса пани.

– Паянхи пурнăçра банк картти çинче укçа-тенкĕ упрама, унпа усă курса лавккасенче таваршăн тÿлеме, чăн та, питĕ меллĕ. Халăх чылай чухне асăрханулăх пирки маннăран банк картти çинчен укçа-тенкĕ çухални час-часах тĕл пулать. Ку тĕслĕхре мĕнлерех сĕнÿсем паратăр?

– Банк карттисемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене яланах пăхăнмалла, мĕншĕн тесен вĕсемпе çыхăннă преступленисен пысăк пайĕ халăх сыхлăха çухатнипе пулать. Ултавăн пĕр тĕслĕхĕ – пĕр-пĕр çын банкра ĕçлекен ячĕпе шăнкăравласа е СМС-хыпар ярса карта ĕçлеме пăрахнине пĕлтерни, ăна ĕçе кĕртме унăн номерне, вăрттăн паллисене ыйтни.

Хăшĕ-пĕрин пин-кода карттăпа пĕрле чиксе çÿрес йăла пур. Кун пек чухне укçа-тенкĕсĕр юлас хăрушлăх пушшех те пысăк.

Банкоматсем çине ятарлă техника вырнаçтарса информаци вăрласси, унпа усă курса çаратасси те анлă сарăлнă. Çакăн евĕр ултавçăсен пысăк ушкăнне ярса тытнă тĕслĕх иртнĕ çулсенче республикăра та пулнăччĕ. Молдави çыннисем перекет банкĕн хăш-пĕр аппарачĕ çине ятарлă техника вырнаçтарса Чăваш Енре çеç мар, ытти регионта та, ют çĕршывсенче те пуйса пурăннă.

Телефон урлă «мобильлĕ банкпа» çыхăнсан та тимлĕ пулмалла. Номере улăштарсан ăна сÿнтерме манмалла мар. Интернетпа çыхăннă телефонсене вируслă программăсемпе юрăхсăра кăларса çав номерпе çыхăннă банк карттинчен укçа-тенкĕ çухатасси те вăй илнĕ. Ку чухне карточкăпа усă курсан телефон çине СМС килме пăрахать. Çавăнпа та Интернетпа çыхăнсан телефонсене те вируссемпе кĕрешекен программăсемпе тивĕçтермелле.

Ултавçăсен серепине çакланас мар тесен халăхăн çак йĕркесене асра тытмалла:

– картта номерне, пин-кодне, вăрттăн кодне, унпа хăçанччен усă курма юранине, ятăрпа хушаматăра никама та пĕлтерме юрамасть;

– пин-кода астуса юлмалла е уйрăм вырăнта упрамалла;

– карттăра нихăçан та ют çын аллине ан парăр;

– карттăпа тÿленĕ чухне операторсене е кассирсене ăна çавăрса пăхма тата тĕсеме ирĕк ан парăр, тавăрсан тÿрех чиксе хурăр;

– укçа-тенке видеокамера ÿкерекен е хуралçă тăракан банкоматсенчен илме тăрăшăр. Вĕсем патшалăх учрежденийĕсенче, банксенче, суту-илĕвĕн пысăк лавккисенче вырнаçнă;

– банкомат паракан чексене ун çумĕнчи урнăна пăрахса ан хăварăр;

– банкоматпа усă курнă чух сире сăнаманнипе интересленĕр. Пин-кода çырнă чух цифрăсене тепĕр аллăрпа хуплăр. Картта чикмелли шăтăксен умĕнче, пускăчсем тата аппарат çинче урăх хатĕрсем пуррипе çуккине тимлĕ сăнăр;

– Интернет урлă тавар туяннă чух сайт адресне тĕплĕн тĕрĕслĕр. Иккĕленÿ çуралсан банка кайса карттăна çийĕнчех чарса лартăр;

– банк карттипе усă курнă чух информаци килекен телефон номерне улăштарсан çакăн пирки банк ĕçченĕсене хыпарлăр;

– Интернетри банкăн харпăр хăй кабинетне кĕмелли парольсене те ют çынна кăтартмалла мар. Вĕсене ăнсăртран çухатсан кун пирки тÿрех банк сотрудникĕсене пĕлтермелле. Парольсене улăштармалла.

Е.ПЕТРОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code